Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паян хӗвел тавра шурă ункăсем пулсан çил-тăман тухать

• Чӳк уйăхӗн 17-мӗшӗ – Роман тата Платон. Кăтра пӗлӗтсем – çанталăк пăсăласса. Хӗвел тавра шурă ункăсем – çил-тăмана.

• Чӳк уйăхӗн 18-мӗшӗ – Галактион, Иона. Каçхи шăп­лăхра автансем пӗр-пӗрне илтсе пӗрин хыççăн тепри авăтни илтӗнет-тӗк – çумăр е юр çăвасса. Йывăçсене пас тытнă – хӗл вăрăма тăсăлать.

• Чӳк уйăхӗн 19-мӗшӗ – Павел тата Варлаам. Юр çусан – хӗл нумай юрлă пулать, кӗрхи тырăсемшӗн питӗ аван. Кайăк-кӗшӗк çуртсен çумне тӗршӗнет – юр çăвасса.

• Чӳк уйăхӗн 20-мӗшӗ – Федор. Çак кун юр çусан çуркунне шыв нумай пулать. Пӗлӗтсем çурçӗр енче-тӗк – çанталăк ăшăтасса кӗтмелле мар.

• Чӳк уйăхӗн 21-мӗшӗ – Михаил Архангел. Çумăр çу­сан Микула кунӗччен (раш­тавăн 19-мӗшӗччен) йӗпе-сапа пулать. Çак кун чиркӳре чан çапнине илтни – телее. Юр çурӗ-тӗк – эппин хӗл çитрӗ. 

• Чӳк уйăхӗн 22-мӗшӗ – Матрена. Иртен пуçласа каçчен уяр çанталăк тăрсан вăл виçӗ эрнене тăсăлать. Йывăçсене пас тытнă-тăк – сивӗтессе, тӗтре – ăшăтасса.

• Чӳк уйăхӗн 23-мӗшӗ – Ераст тата Родион. Ирхине таврана çăра тӗтре карса илнӗ-тӗк – кӗçех ăшăтать. Çак кун тӗлне çырмасем яка пăрпа витӗннӗ пулсан – хӗл ларасса вăрах кӗтмелле мар.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: народные приметы