Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан, декабрӗн 1-мӗшӗнчен «Тутарстанра хӗлле» республика проекчӗ хута каять

«Тутарстанра хӗлле» проектăн тӗллевӗсем çуллахинни пекех: хӑтлӑ обществăлла уçлăхсене аталантарасси, вырӑнти пуçарусене тӗрев парасси, активлă сообществосемпе тавралăха йӗркеленме пулăшасси.

«Тутарстанра хӗлле»  кăçалхи июнӗн 1-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов пуçарнипе хута кайнă «Тутарстанра çулла» проекта малалла тăсни пулать. Ăна республикӑри хуласемпе ялсенче уçă сывлӑшра иртекен тӗрлӗ мероприятисен пӗрлехи афишине туса хурас тӗллевпе пуçарнă.

«Тутарстанра хӗлле» проектăн тӗллевӗсем çуллахинни пекех: хӑтлӑ обществăлла уçлăхсене аталантарасси, вырӑнти пуçарусене тӗрев парасси, активлă сообществосемпе тавралăха йӗркеленме пулăшасси, Тутарстанра пурӑнакан кашни çынна е хӑнана культура пурнӑçне хутшӑнма, канмалли кунсене планлама майсем туса парасси. Проектпа иртекен мероприятисем  zima.tatar онлайн-афишăпа иртеççӗ. Сăмах май, çуллахи проектпа пурӗ 3500 тӗрлӗ мероприяти иртнӗ.  Вӗсене 1,1 миллион çын килсе курнӑ, çав шутран  44 проценчӗ Тутарстан хӑнисем. Асăннă проект хӳттинче иртнӗ мероприятисем çынсен кăмăлне кайнипе ку пуçарӑва хӗллехи формата куçарма шутланă та ӗнтӗ.  

«Çуллахи сезон проект питӗ лайӑх ӗçленине кӑтартрӗ,  республикӑра пурӑнакансемпе хӑнасем унта хастар хутшӑнаççӗ, парксемпе çуртсен картишӗсенче мӗн кăна иртмерӗ. Проектӑн пӗтӗмӗшле статистики çакна питӗ лайăх çирӗплетет. Хальлӗхе палăртнă тӑрӑх, хӗл вăхăтӗнче республикӑра пӗр пин çурă ытла тӗрлӗ мероприяти пулӗ. «Тутарстанра хӗлле» проект пулăмсен кун йӗркине  çӗнӗ форматсем кӗртме пулӑшасса шанатпăр. «Çӗнӗ Çул уявӗсем», «Çӑварни», «Раштав», «Нардуган» тата йăлари ытти мероприятисене те çынсене ытларах пуçтарма пулăшӗ. Хӗллехи мероприятисем обществăлла уçлăхсем хӗлле те хăтлă та чӗрӗ пулма пултарнине кăтартса парӗç», – терӗ ТР Хуласен аталанӑвӗн институчӗн директорӗ Наиля Зиннатуллина.

 Декабрӗн 1-мӗшӗнче zima.tatar онлайн-афишăпа 450 мероприяти тухма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Çак эрнере Хусанти Комсомольски кӳлли хӗрринче орнитологи енӗпе экскурсие кайма, Элметре велосипедпа чупассипе иртекен ăмăртăва хутшăнма тата тӗрлӗ муниципалитетра йӗркеленӗ 40 яхӑн мероприятие кайса курма пулать. Хӗллехи «Курше» фестиваль те «Тутарстанра хӗлле» проект шутне кӗрӗ. Сăмах май, «Курше» фестиваль октябрӗн 20-мӗшӗнче хӗллехи сезона кӗрсе çӗнӗрен пуçланчӗ. Асăннă форматпа иртекен мероприятисене çынсем хăйсем шутласа кăларса ирттереççӗ. Хӗлле вӗсем муниципаллă учрежденисем йркеленисемпе хутшăнса иртӗç. Çапла майпа фестиваль ял-хула çыннисене хăйсем пурăнакан вырăнсен аталанăвне тӳпе кӗртме майсем туса парать.  

Сăнӳкерчӗксем «Сувар» хаçат архивӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество