Паянтан пушара хирӗҫле ятарлă режим ӗçлет
Çӗнӗ хыпарсем

Паянтан пушара хирӗҫле ятарлă режим ӗçлет

Декабрӗн 25-мӗшӗнчен республикăра пушара хирӗçле ятарлă режим пуçланчӗ. Вăл январӗн 11-мӗшӗччен тăсăлать.

Ку вăхăтра Тутарстанра промышленность, транспорт инфраструктурин, топливăпа энергетика комплексӗн çумӗсенче 500 метр чухлӗ хутлăхра тата пурăнмалли çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх, ял хуçалăх объекчӗсен, çынсем пухăнакан çӗрте, çулсен çумӗнче 30 метр çывăхрах пиротехника изделийӗсемпе усă курма юрамасть.

Пилотсăр вӗҫекен аппаратсем тата граждан оборонин сигналӗсем ӗçленӗ вăхăтра та пиротехникăпа усă курма чарнă.

Ятарлă режима Çӗнӗ çул тата Раштав уявӗсем вăхăтӗнче ирттерекен мероприятийӗсене пушар хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерес тӗллевпе ирттереççӗ.  


особый противопожарный режим

Нет комментариев