Паянхи сывлăм ӳсен-тăраншăн сиенлӗ
Çурла уйăхӗн 4-мӗшӗ – Мария. Ку вăхăтра аслатиллӗ çумăр айӗнче ӗçлеме хушмаççӗ – аçа çапма пултарать.
• Çурла уйăхӗн 5-мӗшӗ – Трофим. Каçхи тӳпере çăлтăр нумай-тăк – 2 – 4 кунран вăйлă çумăр çуса иртет. Çак кун нумай çывăрма юрамасть – ăнăçу айккипе иртсе кайӗ.
• Çурла уйăхӗн 6-мӗшӗ – Борис тата Глеб. Çак кун çанталăк мӗнле, çурла уйăхӗн иккӗмӗш çурринче те çапла пулать. Чарлансем час-час шыв çине анса лараççӗ-тӗк – кӗçех çумăр пулать. Эрешмен карта тытать-тӗк, çанталăк аван пулать.
• Çурла уйăхӗн 7-мӗшӗ – Анна, Макарий. Ирхине сивӗ-тӗк – хӗлле те сивӗ пулать. Çак кун кăнтăрлаччен çанталăк мӗнле – хӗлӗн пӗрремӗш çурри те çапла пулать. Кăнтăрла хыççăнхи çанталăк хӗлӗн иккӗмӗш çурри епле пуласса кăтартать.
• Çурла уйăхӗн 8-мӗшӗ – Ермолай. Шăнасем хытă çыртаççӗ, шапасем çыран хӗррисенче сиккелесе çӳреççӗ-тӗк – çумăра. Уяр çанталăк тăрать – кӗркунне типӗ те ăшă пулать.
• Çурла уйăхӗн 9-мӗшӗ – Пантелеймон. Çак кун пухнă курăк уйрăмах сиплӗ. Шăрчăксем хытă шавлаççӗ – çанталăк уяр та типӗ тăрасса. Хирте ӗçлеме юрамасть. Çак кун çуралакан çын аван сиплевçӗ е тухтăр пулать.
• Çурла уйăхӗн 10-мӗшӗ – Пармен тата Прохор. Çилсӗр çумăр çăвать-тӗк – йӗпе-сапа вăраха тăсăлать. Çак кун япала улăштарма юрамасть – усса каймасть.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев