Пахча пур çыннăн сӗтелӗ улма-çырларан татăлмасть
Атăлçи тăрăхӗнче,тӗпрен илсен, çӗр ӗçӗпе пурăнакан халăх пурăнать. Акă мӗншӗн пирӗншӗн пахча пӗлтерӗшӗ пысăк.
Тутарстанра миллиона яхăн çын сад ӗрчетет. Пӗтӗмпе 380 пине яхăн сад пахчи, 900 ытла сад юлташлăхӗ пирӗн. 2017 çултанпа сад пӗрлӗхӗсен инфраструктурине аталантармалли республика программи те ӗçлет. Çак вăхăтранпа 2 миллиард тенкӗлӗх ӗç пурнăçланă. Программа вӗçленмест-ха. Кун çинчен ТР Президенчӗ Рустам Минниханов ӗнер, сентябрӗн 5-мӗшӗнче, «Хусан» агропромпаркра Сад ӗçченӗсен кунне халалланă ярмарккăра каланă. «Сад пахчисем пирӗншӗн мӗнле пӗлтерӗшлине кăçал пандеми вăхăтӗнче уйрăмах туйрăмăр. Пахча пур çыннăн ахаль ларма вăхăчӗ çук, çавăнпа хăй ӳстернӗ пахча çимӗç сӗтелли çинчен татăлмасть, хӗлле валли те хупать»,– тенӗ вăл.
Рустам Минниханов суту-илӳ ретӗсем тăрăх утса тухнă, пахчаçăсемпе калаçнă. Сăмах май, хăйсен пахча çимӗçне, улма-çырла тӗмӗсен хунавӗсене сутма çав кун кунта Хусан,Çырчалли, Элмет, Тури Услон, Ешӗлвар, Лайăш, Анат Кама, Пӗтреç, Тукай, Чистай районӗсенчи пахчаçăсем килнӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев