Паллă кларнетиста манмастпăр
Тӑхӑрьял çӗрӗ Тӑван çӗршыва пайтах паллӑ çынсемпе пуянлатнӑ. Çавсенчен пӗри – тӗнче шайӗнче палӑрнӑ кларнетист Михаил Михайлович Измайлов, вӑл 29 çул хушши Ленинградри филармонире Е.А.Мравинский оркестрӗнче вӑй хунӑ. «М.Измайлов çӳллӗ квалификациллӗ, тӑрӑшуллӑ вылявçӑ», – тесе хакланӑ ӑна Социализмла Ӗç Геройӗ, СССР халӑх артисчӗ, паллӑ сӗрмекупӑсçӑ Д.Ф.Ойстрах.
Вӑл шкулта вӗреннӗ çулсенче ялти учительсем хӗлӗхлӗ музыка инструменчӗсенчен тӑракан ансамбль йӗркеленӗ пулнӑ. А.Т.Тайбинский – сӗрме купӑспа, Ю.Т.Поливцев – мандолинӑпа, В.А.Егоров балалайкӑпа вылянӑ. Шкул ачисем хӑйсене вӗрентекенсенчен музыка тӗнчи çинчен пӗрремӗш хыпарсем илтнӗ. Мишша пӗчӗкренех кӗвӗ сӑпкинче силленсе ӳснӗ. Килӗнче ялти ӑстаçă Антон Сергеев ӑсталанӑ физгармонь нихçан та пушӑ тӑман, ашшӗ сӗрме купӑспа туслӑ пулнӑ, тетӗшӗ Николай гитара ӑста каланӑ.
Мишша, ытти ял ачисем пекех хӑва вуллинчен шӑхлич туса илемлӗ кӗвӗсем кӑларма пултарнӑ. Вӑл çулсенчи ял халӑхӗ те тавралӑх илемне, сасӑ-кӗвӗсен илемне туйса пурӑннӑ: кӗтӳçӗсем шӑхличрен уйрӑлман, хаттемсем (вак-тӗвек сутакансем) хӑйсем яла пырса кӗнине шӑхлич каласа систернӗ, çуллахи лӑпкӑ каçсем çамрӑксен юрри-кӗввисемлӗ пулнӑ. Хӗллехи вӑрӑм каçсенче çамрӑксем ялти халапçӑ Ятман çуртне юмах итлеме пухӑннӑ. Ватӑ сӗрмекупӑсçӑ юмахсене кӗвӗсемпе илемлетнӗ.
Мишша та сӗрме купӑса кӑмӑлланӑ, анчах ашшӗ çуралнӑ кун ячӗпе йӗс тӳмеллӗ кларнет парнелесен пуçӗпех ăна парӑннӑ. Пуçламӑш кӗвӗ – ашшӗ юратнă «Уй варринче» халăх юрри. Евгений Михайлович питӗ ӑста юрӑçӑ, ачине те чӑваш музыкин тӗнчине çавӑтса кӗнӗ. 5-мӗш класа вӗренме ӑна Шупашкарти музыка шкулне П.С.Груздев класне вырнаçтарать. Кунта Мишша хӑйӗн пултарулӑхӗпе тата тимлӗхӗпе палӑрать. Виçӗ çултан хӑйӗнчен аслӑ музыкантсемпе хутшӑнса дуэтсем выляма пуçлать. Вӗрентекенсем ачан пултарулӑхне сисеççӗ, тепӗр çултан ӑна Ленинградри Н.А.Римский-Корсаков ячӗллӗ вӑтам музыка шкулне куçараççӗ. Михаил Михайловичӑн малашнехи пурнӑçӗ пысӑк культурӑллӑ Ленинградпа çыхӑннӑ. Паллӑ профессорсем ӑна пӗтӗм пултарулӑхне уçма май параççӗ. Консерваторинче вӗреннӗ çулсенче Мишша консерваторири опера студийӗн оркестрӗнче, С.М.Киров ячӗллӗ оперăпа балет театрӗнче ӗçлеме хал çитерет. 1941 çулта пысӑк конкурс урлӑ тухса Ленинград филармонийӗн симфони оркестрӗнче выляма пуçлать. Анчах вӑрçӑ пуçланни ӑна консерваторие пӗтерме паман. Хӑй ирӗкӗпе вӑрçа тухса кайнӑ Пӳркел каччине Ленинграда, Поляр леш енне хӳтӗлеме, Берлина штурмлама тӳр килет. 1948 çулта тин консерватори хыççӑн аспирантурӑра В.И.Генслер класне вӗçлет.
1953 çулта тӗнчере пӗрремӗш хут «Пражская весна» конкурс иртет. М.М.Измайлов унта хутшӑнса лауреат ятне, Ю.Фучик орденне тивӗçет. Ку пулӑм совет музыкин тӗнче шайӗнчи пӗрремӗш çӗнтерӗвӗ шутланать.
Çакăн хыççăн Михаил Михайлович Ленинградри филармонире вӗрсе калакан музыка инструменчӗсен квинтетне йӗркелет. Унта вӑл тӗрлӗ стильлӗ, тӗрлӗ эпоха кӗввисене шӑрантарнипе палӑрать.
Тӗнчипе чапа тухнӑ оркестрта 29 çул ӗçлесе М.М.Измайлов тивӗçлӗ ятсем çӗнсе илет. «Унӑн çӑмӑл вылявӗ илемлӗ, куçӑмлӑ, пуян сасӑллӑ, хӳхӗм, пӗр кӑлтӑксӑр, ансамбльпе тачӑ çыхӑнса пырать. Кун пек выляма питӗ пысӑк талантлӑ сӑвӑç-хайлавçӑ пулмалла», – тесе ахаль каламан пуль çав Е.А.Мравинский ун çинчен. Пирӗн ентеш Европăри пур çӗршывсенче те, СШАра, Японире пулса курнӑ. Хӑйӗн ăсталӑхӗпе Венăри, Лондонри, Парижри, Римри, Мадридри, Нью-Йоркри, Токиори музыка юратакансене тӗлӗнтернӗ.
Михаил Михайлович сумлӑ вӗрентекен те пулнӑ. Ленинградри консерваторире вӑл кларнет класне илсе пынӑ. Унӑн ӗçӗ «Методика обучения игре на духовых инструментах» паян та хакне çухатман.
Пӳркелӗнчи Измайловсен музыка династине Михаил Евгеньевич Измайлов пуçласа янӑ. Сайра тӗл пулакан бас сасӑллӑскер вырӑс тата чӑваш юррисене ăста юрласа чапа тухнă, Михаил священник кӗлтунӑ чух Пӳркел чиркӗвӗн чӳречисем чӗтресе тӑнӑ тет. Ăна Мускаври Пысӑк театр солисчӗпе М.Д.Михайловпа пӗрле çӗршыв ертӳçисен умӗнче юрлама та тӳр килнӗ. Вӑрçӑ çулӗсенче вӑл фронтри салтаксен умӗнче те юрланӑ. 1944 çулта ӑна чӑваш халӑх артисчӗн ятне панă. Унӑн ывӑлӗ Михаил Михайлович тӗнчипе паллӑ кларнетиста тухрӗ. Мӑнукӗ Михаил Михайлович Ленинградри консерваторие пӗтерсе нумай çул хушши Карел-Финн радиовӗпе телевиденийӗн оркестрне ертсе пычӗ. Халӗ Санкт-Петербургра пурӑнать.
Пӳркелӗнчи Измайловсен династийӗ Раççей культуринче паллă йӗр хӑварчӗ. Михаил Измайлов ятне Тӑхӑрьялта манмаççӗ. Вӑл çуралнӑранпа 100 çул çитнине халалласа ялти Культура çуртӗнче чаплă мероприяти иртрӗ. (Анатолий МАЛЫШЕВ.Архиври сăнӳкерчӗк).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев