ПĂШАЛ АВĂРЛАМАСАН ТА ПЕРЕТ
Арçын кӳршӗ хӗрарăмӗн машини еннелле малтан пăшала аса илтерекен япаларан пенӗ, унтан сунар пăшалне илсе тухса çӳлелле темиçе хут кӗрӗслеттернӗ
АН ВАСКА!
Тутарстанра М7 çул çинче, Екатеринбург еннелле пăрăнас умӗн, пысăк инкек пулнине хыпарлать «Татар-информ» ИА. 43 тата 36-ри Çырчалли арçыннисем ларнă «Лада» автомобиль умра пыракан Mercedes фура айне кӗрсе кайнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, инкек «Лада» водителӗ пысăк хăвăртлăхпа пынăран машинине итлеттерейменнипе пулнă. Лапчăнса тимӗр купине çаврăннă машинăра хăй те, пассажирӗ те сывă юлайман.
БАЛКОНРАН ПĂРАХНĂ
Февралӗн 3-мӗшӗнче Хусанти Фучик урамӗнче пӗр хӗрарăм 8-мӗш хутран лавккан кăсăрукӗ çине ӳксе вилнӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, ăна балконран пăрахнă иккен. Следстви кăтартнă тăрăх, хӗрарăм савнийӗпе пӗрле хăнана кайнă çав кун. Самай хӗрнӗ хыççăн иккӗшӗ тем пайлайман, балкон çинче çапăçса кайнă, савнийӗ ăна малтан хӗненӗ, унтан çӳлтенех ывăтнă текен шухăш пур следствин. Чăн та, арçын айăпа йăлтах мар, хӗрарăма хӗненине кăна йышăнать. Апла-и, капла-и – ăна тытса хупнă, уголовнăй ӗç пуçарнă. Следстви малалла пырать.
ПĂШАЛ АВĂРЛАМАСАН ТА ПЕРЕТ
Килте пăшал пур-тăк, авăрламасан та çулталăкра пӗрре те пулсан перет, тенӗ ӗлӗк ваттисем. Çак кунсенче Салмачи поселокӗнчи икӗ кӳршӗн харкашăвӗ те пăшал сассипе вӗçленнӗ. Тавлашу парковкăри тасатман юра пула тухнă. Арçын кӳршӗ хӗрарăмӗн машини еннелле малтан пăшала аса илтерекен япаларан пенӗ, унтан сунар пăшалне илсе тухса çӳлелле темиçе хут кӗрӗслеттернӗ.
Вырăна çитнӗ полици сотрудникӗсем «Вепрь» сунар пăшалне, пистолета аса илтерекен япалана тата «Иж» пăшала туртса илнӗ. Экспертиза кăтартнă тăрăх, пистолет травматикăлли, арçыннăн пăшал илме, усрама официаллă ирӗкӗ пур. Анчах та явапран хăтармасть ку, халӗ ун енӗпе уголовнăй ӗç пуçарасси пирки ыйту тăрать.
Ирина КУЗЬМИНА хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев