Элмет районӗнчи Патраклă ялӗнче пурăнакансем йăла-йӗркесене манмаççӗ, кашнине вăхăтлă та пӗлсе тăваççӗ.

Акă канмалли кунсенче ҫу таврӑнӑшӗпе иртекен «Ҫумӑр пӑтти» йӑлана ирттерчӗҫ.

Ҫӳлти Турӑран ӑшӑ, иплӗ ҫумӑр ыйтса кӗл турӗҫ.

Ватти-вӗтти пуҫтарӑнса тӗрлӗ кӗрперен пӑтӑ пӗҫерсе ушкӑнпа пӗрле хӑналанчӗҫ.
Людмила САВОСТЬЯНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Нет комментариев