«Патриот» центрта вӗренӳ сборӗсем иртрӗç
Пилӗк куна тăсăлнă вӗренӳ сборне Çӗпрел районӗнчен 28 ача, 10-мӗш классем, хутшăннă. Вӗсенчен 18-шӗ дипломсемпе наградăсене тивӗçнӗ.
«Çамрăксем тата ачасем» наци проекчӗн «Чи лайăххине – ачасене» подпроект витӗмӗпе мартăн 2 – 6-мӗшӗсенче «Патриот» Республикăри çамрăксен спортпа патриотизм тата призывчченхи хатӗрленӳ центрӗнче пилӗк куна тăсăлнă вӗренӳ сборне шкул ачисем кашни районтанах хутшăннă. Çӗпрел район командин йышӗнче Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Иннокентий Казаковпа Игорь Карсаков та пулнă. Командăна сбора Çӗнӗ Йӗлмел тата Алешкин Саплăк шкулӗсенче ОБЖ предметне вӗрентекен Петр Рфиковпа Анвар Залалтдинов илсе кайнă.
Ачасем хăрушсăрлăхпа Тăван çӗршыва хӳтӗлессин никӗсӗсем предмета вӗренсе илнӗ пӗлӗве çар ӗçӗнче тӗрӗслесе пăхнă. Çаплах танк полигонне те çитнӗ. Кунта та шкулта илнӗ пӗлӗве кăтартма тӳр килнӗ вӗсен.
Çӗпрел район ачисен сборти кăтартăвӗсем лайăх, харпăр ăмăртусенче вӗсенчен 18-шӗ дипломпа наградăсене тивӗçнӗ. (Геннадий КАРСАКОВ. Автор сăнӳкерчӗкӗнче Çӗпрел район команди).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев