Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Патриотсен турнирӗ

Чăваш Енри Вăрмар округне кӗрекен Пысăк Енккаси ялӗнче воин-интернационалиста Виктор Гаврилов аслă сержанта асăнса нумай пулмасть йăлари мини-футбол турнирӗ иртрӗ. Шучӗпе кăçалхи 18-мӗш.

Вырăнти Культура çурӗн директорӗн, аслă сержантпа пӗр хушаматлă Николай Гавриловăн пуçарăвӗпе 18 çул каялла урам командисен хушшинче ирттерме тытăннă ăна. Çулталăкран çак пархатарлă ӗçе Виктор Гавриловăн аслă тетӗшӗсем Валерианпа Владислав хутшăннă. Кубок, 5 урам команди валли те спорт тумӗ туяннă, вăййа хакламашкăн профессионал- судьясене йыхравланă. Акă ӗнтӗ 17 çул çӗнтерӳçӗсене Дипломпа, медальсемпе тата асăнмалăх парнепе чылаççӗ.

Кашнинчех турнир умӗн йӗркелӳçӗсем курăк çулса икӗ футбол уйӗ хатӗрлеççӗ.
Турнира Виктор Гавриловăн тетӗшӗ, Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗ Валериан Гаврилов уçса Раççей чăвашӗсен автономийӗн ертӳçин, Раççей Геройӗн Николай Гавриловăн саламне вуласа пачӗ. Генерал –лейтенант воин-интернационалиста асăнса çакăн пек турнир йӗркелекенсене тав тăвать, спортсменсене ăнăçу сунать. 

ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин турнира пуçарнă Николай Гаврилова — Патшалăх Думин депутачӗн Алла Салаеван, ытти йӗркелӳçӗсемпе турнира хастар хутшăнакансене мини-футбола аталантарнăшăн ЧР Патшалăх Канашӗн Тав çырăвӗсемпе чысларӗ. Чăваш Енрен тухнă офицерсен «Сыны Отечества» пӗрлешӗвӗн ӗç тăвакан директорӗ Иван Николаев та кун пек ăмăртусен пӗлтерӗшӗ çав тери пысăккине палăртса Владислав Гаврилова Андриян Николаев космонав ячӗллӗ медальпе чысларӗ.
 Йӗркелӳçӗсемпе турнира хутшăнкансене ăшă сăмахсем калакансем нумай пулчӗç. Турнира уçмашкăн Виктор Гавриловнă ывăлӗ Денис та килнӗччӗ.

Ульяновск, Чулхула, Хусан, Çырчалли, Мускав, Санкт-Петербург тăрăхӗсене саланнă ял çыннисем кăçал та турнира ятарласах килни çав тери кăмăллă пулчӗ.

Турнир яланхи пекех интереслӗ те хӗрӳ иртрӗ, тепӗр чух кун пеккине пысăк футболра та кураймăн. Кам мала тухасси вӗçне çитиччен те пӗлеймерӗмӗр. Николаев урамӗн футболистчӗсем, тӗслӗхрен, юлашки минутченех тимлӗ пулсан та Молодежная урамӗн команди хальхинче те кубока вӗçертмерӗ, çӗнтерсе мала тухрӗ. Иккӗмӗш вырăна Карл Маркс спортсменӗсем Академическая урамӗн командине çӗнтерсе тивӗçрӗç. Сăмах май, Академическая урам командин капитанăн Владимир Алексеевичăн çамрăк ывăлӗ те вылять, Михаил турнирпа пр çулта, 18 тултарчӗ, питӗ пултаруллă ача. Кăçал Светлая урамӗн команди те хăй вăйӗпе характерне кăтартма пултарчӗ.

 Судьясем кăçалхи турнирăн чи лайăх выляканӗ Владимир Григорьев, чи лайăх бомбардир Павел Алексеев, чи лайăх хӳтӗлевçӗ Михаил Московкин тесе йышăнчӗç.

 Каçхине уяв ялăн кашни урамӗнче малалла тăсăлчӗ. Тӗлпулушăн кашни çын савăнчӗ. Ку вăл чăнах та республика патриочӗсене пӗрлештерекен турнир пулса тăчӗ.
Валериан ГАВРИЛОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество