Патшалăх çурт-йӗр фончӗ Тутарстанри 1,2 пин ытла çемьене хваттерпе тивӗçтернӗ
Çулталăк пуçланнăранпа Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программипе Тутарстанра пурăнакан 1279 çемье хăйӗн пурăнмалли условийӗсене лайăхлатма пулăшнă. Республикипе пурӗ 31 çурта хута янă, пӗтӗмӗшле лаптăкӗ 65,1 пин тăваткал метр. Ку çулталăкри планăн пӗтӗмӗшле калăпăшӗн 43,2 проценчӗпе танлашать.
Хваттерсем пурăнма хатӗр: вӗсенче юсав тунă, сантехника, датчиксем, счетчиксем тата электричество (газ) плитисем вырнаçтарнă.
2026 çулта республикăра социаллă ипотека программипе 3123 çемьене çурт-йӗр пама палăртнă. Кун валли Тутарстан хулисемпе районӗсенче пӗтӗмӗшле 150,6 пин тăваткал метрлă 108 çурт тумалла.
Хусанта 774 хваттерлӗ 5 çурта туса пӗтернӗ, çывăх вăхăтра çемьесем унта пурăнма куçаççӗ. Тăватă çӗнӗ çурт «Çӗнтерӗве 80 çул» ЖКра («Салават Купере» район), пӗри – «Гаилэ» микрорайонта вырнаçнă. Çавăн пекех асăннă районсенче тата 1528 хваттерлӗ 5 çурт хăпартаççӗ.
Çырчаллинче 6 çурт (942 хваттер), Анат Камăра 2 çурт (кашнинче 170-шар хваттер) тăваççӗ. Агрызра, Арскра, Лайăшра, Менделеевскра, çавăн пекех Алексеевск, Кукмор, Сарман тата республикăри ытти муниципаллă районсенче те строительство пырать.
Патшалăх çурт-йӗр фончӗ социаллă ипотека программи «Инфраструктура для жизни» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗрне –граждансене çурт-йӗрпе тивӗçтерессине ӳстерессине – пурнăçлама май парать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев