Патшалăх услугисен çӗнӗ сервисĕ
Çӗнӗ хыпарсем

Патшалăх услугисен çӗнӗ сервисĕ

Ача садике çӳренĕшĕн тӳлени çинчен электронлӑ справкăна Патшалăх услугисен порталĕ урлă илме пулать.

Çулталăкне Хусанта 10 пин хут справка параççӗ. Ашшӗ-амӑшӗ документа илмешкӗн сахалтан та 1 сехет тӑкаклать. Халĕ тӳлевсӗр тата юридици тӗлӗшӗнчен пӗлтерӗшлӗ справкăна 5 минут хушшинчех  ниçта та каймасăр илме пулать.

Справкăна илес тесен:

  1.  Патшалăх услугисен порталне кĕрсе «Детские сады» уйрӑма куçмалла;
  2.  «Запрос справки о состоянии расчетов в дошкольном образовательном учреждении» сервиса суйламалла; 
  3.  Заявление тултарса ярса памалла;
  4.  Документ хатӗр пирки уведомлени килсессен справкăна харпӑр кабинетран илмелле.

Паян республикӑри ача сачĕсене 210 пин ытла ача çӳрет. Çӗнӗ сервис ашшӗ-амӑшӗн пурнăçне кăштах çăмăллатать.

Халӗ унпа Хусанта пурӑнакансем кăна усă курма пултараççӗ. Çитес вӑхӑтра пӗтӗм Тутарстан çыннисемшӗн сервис юрӑхлӑ пулса тӑрӗ.


госуслуги детские сады

Нет комментариев