Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паттăрсене манар мар!

Республикăра пурăнакансем #МойГеройМояСемья акцие хутшăнса социаллă сетьсенче хăйсен Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванӗсем çинчен каласа памалла. Çар çыннисем пирки кăна мар, тылра ырми-канми ӗçленисем çинчен те каласа пама юрать.

Акцие хутшăнакансен икӗ условие пăхăнмалла: çырни патне #МойГеройМояСемья хештег лартмалла тата хăвăр каласа паракан геройăн сăнӳкерчӗкӗ пулмалла. 

Флешмоб иртнӗ вăхăтра республикăри массăлла хыпар хатӗрӗсем Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă паттăрсем пирки каласа парӗç. 

Пӗлтӗр #МойГеройМояСемья акцие Тутарстанра пурăнакан 700 ытла çын хутшăннă, вӗсем хăйсем çырнине «ВКонтакте» социаллă сетьре вырнаçтарнă. Кăçал вара акци тата анлăрах — пур социаллă сетьсенче те — иртет. Унта республикăри паллă çынсем те хутшăнма кăмăл тунă. 

Хаклă вулакансем! Çак акцие сире те хутшăнма ыйтатпăр. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, вăрçă вăхăтӗнче тылра ӗçленӗ тăванăрсем çинчен çырнине #МойГеройМояСемья хештег лартса, вӗсен сăнӳкерчӗкӗпе пӗрле социаллă сетьсенчи хăвăрăн страницăрсенче вырнаçтарăр та публикацин ссылкине «Сувар» хаçат редакцийӗн 89179076881 номерӗпе ватсап урлă ярса парăр. Вӗсене хаçатăн социаллă сетьсенчи ушкăнӗсенче, Телеграм-каналта кăларăпăр. 


Акци 2024 çулхи апрелӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа майăн 9-мӗшӗччен пырать. 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МойГеройМояСемья