Пăва районӗнчи садиксем конкурс-фестивальте халăх йăлисене кăтартрӗç
Ноябрӗн 11-мӗшӗнче Пӑва хулинчи ача сачӗсен хушшинче «Живи в веках родной язык» конкурс-фестиваль иртрӗ. «Ромашка» ача садӗнче пулнă уява Пӑва хулинчен 10, ялсенчен 2 садик хутшӑнчӗ.
Конкурсра хутшăнакан 80 ача чӑваш, вырӑс, тутар чӗлхисемпе сӑвӑ вуларӗç, юрӑ юрларӗç, халап каларӗç, ӗлӗкхи йӑла-йӗркене кӗнӗ пулӑмсене, юмахсене выляса кӑтартрӗç.
«Ромашка» садике çӳрекен ачасем чӑваш халӑхӗн çуллахи уяр кунсенче вăрах вăхăт хушши çумӑр çуман чух тăвакан «Учӳк» йăлине кӑтартса пачӗç, карталанса юрӑ юрларӗç, ташӑ ташларӗç.
Кашни ача сачӗ маттур пулчӗ конкурсра – улах ларнине те, ача çуралсан ят хунине те, çӗнӗ пӳрт хӑтланине те, хур пуснă чух тăвакан йăласене те кăтартрӗç, тӗрлӗ халапри паттӑрсене сăнарларӗç. Тӗрлӗ наци тумӗ тӑхӑннӑ, хӑйсен çепӗç чӗлхипе чӗвӗлтетсе калаçакан, юрлакан 5-6 çулхи ачасем пуканесем пекех туйӑнчӗç.
Çак уявра чӑвашсен йӑли-йӗркине ачасем «Ромашка» ача садӗнче педагог-логопед пулса ӗçлекен А.А.Горелова ертсе пынипе кăтартрӗç. Алена Александровна тӑрӑшнипе «Ромашка» ача сачӗ 2025 çулта грант выляса илнӗ.
Рункӑ ялӗнчи ача сачӗ те чăваш халăхӗн йăлине кӑтартса пачӗ.
«Ромашка» ача сачӗн ертӳçисене, унта тӑрӑшакансене пурне те пысӑк тав сӑмахӗ калатпӑр. Малашне те çакӑн пек уявсем пулсах тӑрсан хулари ачасем те хӑйсен тӑван чӗлхисене манмӗç, унпа ытларах интересленме пуçлӗç. (Анна НИКОНОРОВА, Пăва районӗнчи ЧНКА секретарӗ. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев