Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пăва районӗнчи Ескӳлӗнче часавая светить тунă

– Хамăрăн савăнăçа «Сувар» хаçата вулакансемпе те пайлас килет – часавая иртнӗ вырсарникун светить тутартăмăр! Ӗçе пуçăниччен Пăва хулинчи храмăн настоятелӗ Иоанн атте пире: «Пуçланă ӗçе вӗçне çитермелле», – тенӗччӗ. Халӗ вара светить тунă чух: «Кун пек илеме тимлӗхсӗр тăратмалла мар», – терӗ.

Август пуçламăшӗнче хаçатра Пăва районӗнчи Ескӳлӗнче пурăнакансем хăйсен вăйӗпе масар çине часавай туса лартни пирки çыртăмăр. Ун чух ескульсем ӗçсене вӗçленӗпе пӗрехчӗ, часавая светить тумалли çеç юлнăччӗ. Çак эрне пуçламăшӗнче вара ку сăваплă ӗçе пуçаракансенчен пӗри Светлана Исакова шăнкăравласа ырă хыпар пӗлтерчӗ пире:

– Хамăрăн савăнăçа «Сувар» хаçата вулакансемпе те пайлас килет – часавая иртнӗ вырсарникун светить тутартăмăр! Ӗçе пуçăниччен Пăва хулинчи храмăн настоятелӗ Иоанн атте пире: «Пуçланă ӗçе вӗçне çитермелле», – тенӗччӗ. Халӗ вара светить тунă чух: «Кун пек илеме тимлӗхсӗр тăратмалла мар», – терӗ.

Часавая светить тунă çӗре ялти пӗтӗм халăх пуçтарăннă-мӗн. Ескульсем пачăшкă пӗтӗм йăлана туса ирттерсен те киле саланма васкаман: шăкăл-шăкăл калаçнă, унтан типӗлле пӗçернӗ улма-çырла кукăлӗсемпе чей ӗçнӗ – ара, халь типӗ вăхăчӗ-çке.

Унчченхи статьяра часавай тăвас ӗçе хастар хутшăннă çынсене тав туса çырнăччӗ. Сăваплă ӗçре нумай вăй хунă тепӗр çынна аса илмесӗр хăварнă иккен йӗркелӳçӗсем: ӗçе пуçăнсанах фундамент хунă чух Вячеслав Гордеев нумай тăрăшнă пӗрлехи ырă ӗçре. Ăна Исаковсем те, ял-йыш та чӗререн тав тăваççӗ.

Пӗрлӗхре вăй тени тӗрӗсех. Халăх вăйӗпе темӗн те тума пулать. Çакна ескульсем кӗске вăхăтра часавай туса лартни те çирӗплетет.

С.Исакова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Буинский район