Пăва студенчӗсем 4 уйăх Камчаткăра практикăра пулаççӗ
Пăвари ветеринари техникумӗн студенчӗсем «Посейдон» отряд йышӗнче çак кунсенче Камчаткăна практикăна тухса кайнă.
Вӗренӳ заведенийӗн тӗрлӗ уйрăмӗн студенчӗсенчен тăракан ӗç отрячӗн иртнӗ шăматкун Пăваран тухса кайнă пӗр ушкăнӗ малтан Хусана, унтан поездпа Мускава, кайран самолетпа пурӗ 6000 километра хыçа хăварса Камчаткăна çитнӗ те ӗнтӗ. Кун çинчен студентсен штабӗн ертӳçи Фирая Юнусова Пăва район хаçачӗн журналисчӗсене пӗлтернӗ.
Июль уйăхӗнче студентсен тепӗр ушкăнӗ Камчаткăна кайма хатӗрленет иккен. Пăва техникумӗн студенчӗсем çӗршывăн Хӗвелтухăç енчи чи аякри çак регионӗнче пулă тирпейлекен предприятире 4 уйăх таранах практикăра пулӗç. Хăшӗ-пӗри унта маларах та практика иртсе опыт пухнă та ӗнтӗ. (Сăнӳкерчӗк техникумăн ВКонтактери страницинчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев