Пăвара пепке япалисене проката илме пулать
Çӗнӗ хыпарсем

Пăвара пепке япалисене проката илме пулать

Коляска-трансформер, ача кӳмми, ходунки, апатлантармалли сӗтел, çуна, кипкелемелли сӗтел пек япаласене çамрăк атте-аннесем тӳлевсӗрех вăхăтлăха илсе усă курма пултараççӗ.

Тин кăна атте-анне пулнă çемьесем валли Пăвара ача япалисен прокатне уçнине пӗлтерет вырăнти хаçат. Ку услугăпа куçăн майпа вӗренекен 25 çула çитмен студентсен (ашшӗ те, амăшӗ те), нумай ачаллă çамрăк çемьесен  (ашшӗ-амăшӗ 30 çула çитиччен), ачана пӗччен ӳстерекен аннесемпе аттесен усă курма ирӗк пур.

Вӗсен кун валли ачапа ашшӗ-амăшӗн Раççей гражданстви пулмалла, Пăва районӗнче пурăнмалла, ача пособине илсе тăмалла. Налог парăмӗсем пулмалла мар.

 Ку услуга çинчен тӗплӗнрех «Гармония» социаллă тивӗçтерӳ центрне килсе (Пăва хули, Ленин урамӗ, 52-мӗш çурт) е 8 (84374) 3-35-35 телефонпа ыйтса пӗлме пулать. Аса илтеретпӗр, ку социаллă пуçару Тутарстанра «Çемье» наци проекчӗпе пурнăçланать.

 


общество

Нет комментариев