Пăвари сахăр завочӗ çӗнӗ тухăç йышăнать
Кăçал кунта пӗтӗмпе 680 пин тонна сахăр чӗкӗнтӗрне йышăнма хатӗрленеççӗ.
Пăвари сахăр завочӗ çак кунсенче çӗнӗ тухăçа йышăнма тытăннине хыпарлать район сайчӗ. Теччӗ, Апас тата Пăва районӗсенчи виçӗ агрофирма сахăр чӗкӗнтӗрне кӳнӗ. Заводăн генеральнăй директорӗ Валерий Погребный каланă тăрăх, кăçал кунта пӗтӗмпе 680 пин тонна сахăр чӗкӗнтӗрне йышăнма хатӗрленеççӗ. План тăрăх, кунне 5600 тонна чӗртавартан 800 тонна сахăр песокӗ кăлармалла. Паянхи кун тӗлне заводра 520 çын ӗçлет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев