Паян, апрелӗн 28-мӗшӗнче, васкавлӑ пулӑшу ӗҫченӗсен кунӗ
Сире Хусанти васкавлӑ пулӑшу ӗҫӗн историйӗпе паллаштаратпăр.
Паян, апрелӗн 28-мӗшӗнче, васкавлӑ пулӑшӑвӗн ӗҫченӗсен кунӗ. Шӑп ҫав кун, 123 ҫул каялла, 1898 ҫулта Мускавра васкавлӑ пулӑшу бригадисем ҫуралнӑ.
Сире паян Хусанти васкавлӑ пулӑшу ӗҫӗн историйӗпе паллаштаратпăр.
Çак кун, 123 çул каялла, Мускавра икӗ полици участокне васкавлӑ пулӑшу каретипе ҫирӗплетнӗ. Хусанта вара васкавлă пулăшу обществин уставне 1914 çулта январӗн 11-мӗшӗнче йӗркеленӗ. Çав вăхăтра хулари темиçе вырăнта тухтăрсен дежурствине йӗркеленӗ.
1919 çулта Хусанта васкавлă пулăшу станцине уçнă, унта шатраллă тифпа чирленӗ çынсене турттарнă. 1922 çулта станци хӑй тӗллӗн ӗҫлекен учреждени пулса тӑнă.
1930-мӗш çулсенче Хусанти васкавлӑ пулӑшу питӗ хăвăрт аталанма пуçланă. Учреждени автомобильсем илнӗ, 3 сменăллă дежурствосем тытăнаççӗ, васкавлӑ пулӑшу чӗнмелли йӗрке ҫинчен калакан указ тухнă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче нумай тухтăр фронта кайнă. Транспорт та фронта тата оборона предприятийӗсене куçнă.
1958 çултанпуçласа васкавлă пулăшăва Хусанта телефонпа 03 номерпа шăнкăравласа чӗнме пуçланă.
2013 çултан васкавлă пулăшăва 112 номерпа чӗнсе илме пулать.
Васкавлă пулăшу ĕҫченĕсене ҫирĕп сывлăх, телей, тăнăҫлăх тата ырлăх сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев