Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Паян ирхине Хусанти 175-мӗш шкулта ачасене тата учительсене пеме пуçланă

175№ гимназире пулнă трагедире вилнӗ ачасен тăванӗсемпе пӗрле тарăннăн хурланатпăр. Май уявӗсем хыççăнхи ӗç эрни калама çук пысăк трагедипе пуçланчӗ. Майăн 11-мӗшӗнче Хусанти 175№ гимназире 19 çулти И.Галявиев саккăрмӗш класра вӗренекен 7 ачана тата пӗр вӗрентекене персе пăрахнă, взрыва пула 21 ача аманнă, 6-шӗ реанимацие лекнӗ. Вилӗмрен çăлăнас шутпа хытă пăлханса виççӗмӗш хутранах сикекен ачасем те пулнă. Паллах, çакăн пек çӳллӗшрен ӳксе сывă юлма вӗсен шанăç питӗ сахал пулнă. Чăтма çук пысăк хуйхă, тин çеç пурăнма пуçланă яш-кӗрӗмӗн пурнăçне вăхăтсăр татнине ниепле те йышăнма çук. Çак кунхи ир пӗтӗм социаллă сетьсенче пӗрин-хыççăн тепри хăрушă видеосем сарăлчӗç. Шанас килмерӗ. Анчах, шел пулин те, хыпарӗ – чăн. Çумрах теракт пулни ал-урана çыхса лартрӗ. Çак кун Хусанти кашни шкултан ашшӗ-амăшӗ ачисене васкаса килӗсене илсе кайрӗ. Хушма пӗлӳ паракан организацисем те занятисене пăрахăçларӗç.

Паян ирхине Хусанти 175-мӗш гимназире ачасене тата учительсене пеме пуçланă.

Татар-информ çырнă тăрăх:

- стрелок пӗччен пулнă, унăн ячӗ Ильназ Галявиев, вăл 19 çулта;

- 175-мӗш шкула вăл паян ирхине хăй çине регистрациленӗ хӗçпăшалпа килнӗ;

- пенӗ хыççăн 8 çын вилнӗ;

- 21 çын больницăна лекнӗ;

- 6 ача реанимацире.

Тутарстан Президенчӗ Рустам Мнниханов трагеди пулнă хыççăнах 175№ гимназие хăй кайса лару-тăрупа паллашрӗ. Республика ертӳçи вилнисен çемйисене пулăшу парассине пӗлтерчӗ. Унсăр пуçне аманнисене тата гимназие те пулăшу пулӗ тесе çирӗплетрӗ. Майăн 12-мӗшне траур кунӗ тесе палăртнипе çав кун пӗр шкул та ӗçлемерӗ.

Раççей Президенчӗ В.Путинпа РФ вице-премьерӗ М.Мишустинран пуçласа ытти регионсенче пурăнакансем таран Хусанти гимназире вилнисен çемйисене хăйсем те вӗсемпе пӗрле хурланни çинчен пӗлтерӳсем килчӗç.  Республика ертӳçи Рустам Минниханов трагеди пулнă кунах Хусанти тата Тутарстанри мӗнпур шкула вăйлатнă хӳтлӗхе илме тата тӗплӗн тӗрӗслеме хушрӗ.  

175-мӗш шкулӗнче çӗре кӗнӗ ачасен тăванӗсемпе пӗрле хуйхăратпăр. Хӳтлӗхсӗр ачасем çине тапăнни – хăрушă тискерлӗх. Ун пек япала валли пирӗн обществăра вырăн пулмалла мар. Эпир пӗтӗм Хусанпа, Тутарстанпа пӗрле хуйхăратпăр.

Татар-информ архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев