Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чăвашсем Л.Толстойпа çыхăну тытнă

XIX ӗмӗр вӗçӗнче чăвашсен пултарулăх анинче вăй хуракан интеллигенцийӗ те Лев Толстойпа çы­хăну тытнă.

Паллă вырăс писателӗ Лев Толстой сентябрӗн 9-мӗшӗнче çуралнă. Вăл пурăннă чухнех питӗ паллă çыравçă пулса тăнă. Çавăнпа XIX ӗмӗр вӗçӗнче чăвашсен пултарулăх анинче вăй хуракан интеллигенцийӗ те унпа çы­хăну тытма тăрăшнă.

Илемлӗ  литературăра, аса­и­лӳ­сенче, çырусенче Лев Николаевич чăваш халăхӗн пурнăçне гуманизм тӗлӗшӗнчен хаклать («Воскресение», «К магометанину»). Графăн ачасем валли çырнă калавӗсене чăваш чӗлхине 1889 çулта куçарса Чӗмпӗрте «Шкулта вуламалли кӗнекере» пичетлесе кăлараççӗ. Çак ӗçе Иван Яковлев тата унăн вӗренекенӗсем пурнăçланă. Çыравçăн пултарулăхӗ чăвашсене çутта кăларассинче пысăк витӗм кӳнӗ. Унăн педагогика идейисене тата практикисене хăйӗн ӗçӗнче чăваш патриархӗ сахал мар усă курнă. Толстой витӗмӗпе тӗнчере чăваш культурине саракан чылай çыннăн тавракурăмӗ аталаннă.

Толстой калавӗсене чă­вашла букварьсемпе вулав кӗнекисене кӗртнисӗр пуçне унăн повеçӗсене те куçарма тытăнаççӗ. Çапла «Казаки», «Поликушка», «Севастопольские рассказы» повеçӗсем, «Власть тьмы» драма, «Вой­на и мир» романăн уйрăм пайӗсем, «После бала», «Кавказский пленник» калавӗсем пирӗн чӗлхепе кун çути кураççӗ. Чăваш çыравçисенчен Л.Н.Толстойпа вăл вăхăтра Д.П.Петров (Юман) çыру çӳретнӗ тата Оренбург кӗпернинчи хресчен А.Ф.Никитин. Вырăс çыравçин хайлавӗсене И.Яковлев, К.Иванов, А.Ма­лов тата ыттисем чăвашла куçарнă.

2018 çул Тутарстанра Лев Толстой çулталăкӗ шутланать. Кăçал вăл çуралнăранпа 190 çул çитрӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: юбилей