Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗчӗк хуласенчи хăтлă вырăнсем çинчен

Августăн 20-21-мӗшӗсенче Хусанта X «Пӗчӗк хуласен тата историлле вырăнсен аталанăвӗ» Пӗтӗм Раççей форумӗ иртрӗ

 

 

Августăн 20-21-мӗшӗсенче Хусанта X «Пӗчӗк хуласен тата историлле вырăнсен аталанăвӗ» Пӗтӗм Раççей форумӗ иртрӗ 

«Казань-Экспо» курав центрӗнче Раççейӗн 88 регионӗнчен 1500 ял-хула (3000 пин ытла çын), 100 эксперт пӗчӗк хуласене тирпей-илем кӗртессине сӳтсе яврӗç. 2018 çултанпа иртекен форум Тутарстанра пӗрремӗш хут, пӗлтӗр Калугăра пулнă. Хусанти форума РФ Строительство министерстви, ТР Правительстви тата ДОМ.РФ Аталану институчӗ йӗркеленӗ. Çак форум шайӗнче иккӗмӗш çул «Молодёжь и городская среда» Çамрăксен Пӗтӗм Раççейри форумӗ те иртет, унта 400 ытла çын килнӗ.

Йӗркелӳçӗсем çулсерен çӗршыв шайӗнче конкурссем ирттереççӗ, унта хутшăнакансем (кăçал 420) хуласенчи хăтлăх кӗртмелли вырăнсем çинчен каласа параççӗ, ăна мӗнлерех тирпейлессине ăнлантараççӗ. Паллах, экономика лару-тăрăвӗ куллен улшăннипе строительство материалӗсем, электроэнерги хакланнине шута илсен конкурсра çӗнтерсе илнӗ укçа проекта хута яма çитмест. Кун пирки ытларикун ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра «ТР хулисен аталанăвӗн институчӗ» фонд директорӗ Наиля Зинатуллина каласа пачӗ. Элметре çырма таврашне тирпейлеме, хăтлă кану вырăнне йӗркелеме виçӗ çулта 500 миллион тенкӗ укçа кайнă. Вӗсенчен 106 миллионӗ çеç федераллă бюджетран (конкурсра çӗнтерсе илни), ытти республика бюджетӗнчен, пулăшу паракансенчен. Кăçал республика конкурса 16 заявка тăратнă. Вӗсенчен пӗри Çырчаллинчи Çемье паркне лайăхлатасси, тепри – Элметри больница. Иккӗмӗшӗн таврашне илемлетмелле кăна мар, пациентсене (онкологи, ытти уйрăмсем, çитӗннисемпе ачасен поликлиники те çакăнтах), медицина ӗçченӗсене çӳреме меллӗ тумалла тата хăрушсăрлăх çинчен те манмалла мар. Конкурсра пур заявка та çӗнтереймӗ, апла пулин те çӗнтерекенсем пуласса шанать Наиля Зинатуллина. 

Брифингăн тепӗр спикерӗ «Городские реновации» Пӗтӗм Раççей организацийӗн директорӗ Олег Зоря II «Молодежь и городская среда» Пӗтӗм Раççейри çамрăксен форумӗ çинчен каласа пачӗ. Икӗ кунра 60 мероприяти ирттерме палăртнă çамрăксемпе. Пӗрремӗш, паллах, вӗсене сăмах парасси. Хулари вырăнсене лайăхлатассипе, илемлӗрех тăвассипе тунă проекчӗсене экспертсем пăхса тухӗç. Олег Валериевич чылай çул çамрăксене пӗчӗк хуласен форумне хутшăнтарманшăн ӳпкелешсе те илчӗ. 

Унпа килӗшсе РФ строительство тата ÇКХ министрӗн çумӗ Алексей Ересько халӗ çӗршывӗпех çамрăксене хулари вырăнсене аталантарас ыйтусене явӑçтарни малашлăхшӑн чи пӗлтерӗшлӗ фактор пулса тӑнине палӑртрӗ. Паян çӗршывӗпех çамрӑксем валли нумай объектсем уçни, вӗсене хăйсем хутшӑнмасӑр проектлама май çукки çинчен каларӗ. Çамрăксем I форумрах хăйсене хастар кăтартнине аса илчӗ, вӗсем 2024 çулта Калугăра икӗ арт-объект хăварнине пӗлтерчӗ. 

Олег Зоря кăçал хăйсен арт-объекчӗсене çамрăксем Аслă Çӗнтерӳ 80 çул тултарнине халалласа астăвăм историйӗн символне хатӗрлеме йышăнни çинчен каласа пачӗ. Ӳнерçӗсем ăна Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине çеç мар, Раççей хутшăннă ытти хӗçпăшаллă хирӗçтăрусене те халалланă. 

Форум икӗ куна пычӗ. «Казань-Экспо» курав центрӗнче республикăри пысăк предприятисем – «КАМАЗ», «Аммоний», «Сибур», «Татнефть» компанисем хăйсен продукцийӗсене курава тăратнă. Паллах, экспозицисем форум тематикине тытса пыраççӗ, ытти регионсенчен килнисен курав площадкисем сахалччӗ форумра. Челябинсксене асăнмалла. Металл пăрăхсемпе 2013 çултанпа ӗçлеççӗ вӗсем. Картише, парксене лартмаллисем пӗр вăхăтрах илемлӗ арт-объект та, çапса каламалли кӗвӗ инструменчӗ те пулса тăраççӗ. Çӗршыври чылай кӗтесре хăйсен вырăнӗсене тупнă ӗнтӗ вӗсем. Тутарстанри Менделеевск хулинче те ачасем кăмăлланă тетте пулса тăнă.

Форумăн икӗ кунӗнче те сессисем, лабораторисем питӗ тухăçлă ӗçлерӗç. Юнкун иртнӗ пленарлă ларура ТР Инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Минуллина Китай Республикин мессенджерӗнче Тутарстан хăйӗн страницине уçнине, унта республикăпа паллаштарнине пӗлтерчӗ, ытти çӗрте усă курман чылай çӗнӗлӗхпе паллаштарчӗ. «Наш двор» проект çинчен тепӗр спикер, Хусанăн Хула трансформацийӗн директорӗ Дмитрий Кремлев каласа пачӗ, тӗрӗсрех, картишсен оцифровки çинчен.

Микрофон умне тухакансем тӗрлӗ тема çӗклерӗç. Тӗрлӗ çӗртен килнӗ архитекторсене, администраци ӗçченӗсене пӗрлештерекенни вара цифра пулчӗ. Цифровизаци мелӗпе анлăн усă курасси пирки пычӗ калаçу. 

Икӗ куна тăсăлнă форум унта хутшăнакансемшӗн пуриншӗн те кăсăк, усăллă. Анчах Хусана пуçтарăннисем конкурс пӗтӗмлетӗвӗсене куç пек кӗтни те вăрттăнлăх мар. Камăн проектне суйлса илнӗ экспертсем, камăн проекчӗ çӗнтернӗ? Кăна августăн 21-мӗшӗнче каç енне çеç пӗлчӗç.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Малые города