Педагогика пӗлӗвӗ илесси сумлă
Раççейре педагогика пӗлӗвӗ илесси, çамрăксем хăш енӗпе ытларах професси суйланине пăхсан, иккӗмӗш вырăнта тăрать. Ку вӗренӳ çулӗнче Раççейри Çутӗç министерствине пăхăнса тăракан аслă шкулсене пӗлтӗрхипе танлаштарсан 100 пин ытларах заявлени панă. Çакăн пирки паян РФ çутӗç министрӗ Сергей Кравцов РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа тӗл пулсан пӗлтернӗ.
«Пӗлтӗр педагогика пӗлӗвӗ илесси виççӗмӗш вырăнта тăратчӗ пулсан, кăçал — иккӗмӗш», — тенӗ министр.
Президент Раççейре физика, математика тата информатика учителӗсен шучӗ чакни пирки аса илтернӗ. С. Кравцов ку ыйтăва кăштах та пулин татма закона 4-мӗш курсра вӗренекен студентсене шкулсенче вӗрентме ирӗк панипе çыхăннă улшăнусем кӗртни пулăшни пирки пӗлтернӗ. Паянхи куна вӗрентӳ учрежденийӗсенче 50 пин ытла студент ӗçлет-мӗн.
«Эсир тӗрев панипе эпир вӗрентекенсене класс ертӳçи пулнăшăн хушса тӳлеме пултаратпăр. Педагогика вузӗсене çӗнӗ оборудованипе тивӗçтертӗмӗр, çакă та çамрăксене илӗртет. Паян педагогика аслă шкулӗсенчи хăш-пӗр направленипе вӗренме кӗмешкӗн пӗр вырăна 10-шар çын та пулать. Çак тенденцине малашне те тытса пыма тăрăшăпăр», — тенӗ Сергей Кравцов.
Сăнӳкерчӗк Анат Камăри 34№ гимназин пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев