Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пенсионерсем стройра!

Иртнӗ эрне вӗçӗнче Хусанти «Олимп» культурăпа спорт комплексӗнче пенсионерсен республикăри спартакиади 16-мӗш хут иртрӗ. Ăна Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулне тата Тутарстанри Çар тата ӗç паттăрлăхӗн çулталăкне халалланă.

Асăннă спартакиадăна пенсионерсен хушшинче  спорт мероприятийӗн район тапхăрӗн çӗнтерӳçисем хутшăнчӗç. Çӗпрел районӗн чысне асăннă спартакиадăра районти тапхăрта лайăх кăтартусем кăтартнă вунă çынран тăракан команда хӳтӗлерӗ.

1000 метр чупакансен хушшинче Николай Хрисановпа Ильсеяр Хайретдинова, сӗтел çинчи теннисра – Геннадий Карсаковпа Валентина Кузнецова, ишев енӗпе – Борис Юдинпа Алсу Сабитова, пуля пенипе – Геннадий Ярзуткинпа Фарида Заббарова, дартс ывăтассипе – Ирфан Рахматуллинпа Дилюза Азизова лайăх кăтартусемпе палăрчӗç. Спорт ветеранӗсем эстафетăна та хутшăнчӗç.

Республикăри спартакиадăна хутшăнакансем район администрацийӗн пуçлăхне Марат Гафарова, районти пенсионерсен союзӗн председательне Дилюза Азизовăна хутшăнма май туса панишӗн тав тăваççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт пенсионер спартакиада