Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пенза облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Рустам Минниханова тав тунă

Пенза облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗ Олег Мельниченко ТР Раисне Рустам Минниханова Пенза хӗвелçаврăнăшне пысăк хак панăшăн тав тунă.

«Рустам Нургалиевич Пенза хӗвелçаврăнăшне пӗлет, ăна суйлать. Пирӗн ял хуçалăх продукцине пысăк хак панăшăн рэхмет!» – тесе çырнă кӗпӗрнаттăр хăйӗн Телеграмм-каналӗнче.

Аса илтеретпӗр, ТР Раисӗн пресс-секретарӗ Лилия Галимова Дубайра иртекен Gulfood халăхсен хушшинчи апат-çимӗç промышленноçӗн куравӗ вăхăтӗнче тунă видеона хăйӗн Телеграмм-каналӗнче кăларнă. Ӳкернӗ кадрсенче Рустам Минниханов хӗвелçаврăнăш тутанса пăхнă вăхăтра Пенза продукцие  чи чăнкă тесе каланă.

ТР Раисӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ