Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Пĕр ывăç канфет»

«Тимӗр алăксемпе пӗр-пӗринчен хупăнатпăр, тимӗр алăксем хыçне пӗр-пӗринчен пытанатпăр. Камран таратпăр? Çынсенчен таратпăр. Камран пытанатпăр? Çынсенчен пытанатпăр. Чӗресем çине тимӗр алăксем лартатпăр. Куçăмăрсене тимӗр хупăлчасемпе хуплатпăр. Камран хăратпăр? Камран шикленетпӗр? Хамăртан хамăр хăратпăр! Хамăртан хамăр шикленетпӗр! Чӗтресе хăрасах пурнăçăмăра пурăнса ирттеретпӗр».

Ку прозăлла сăвă тин кăна пичетленсе тухнă «Пӗр ывăç канфет» ятлă кӗнекерен. Авторӗ — вулакансем лайăх пӗлекен журналист тата сăвăç Альбина Юрату. Чăваш кӗнеке издательствинче тухнă çӗнӗ кăларăма çыравçăн калавӗсем, прозăлла сăввисем, эссесемпе тӗрленчӗкӗсем кӗнӗ. Кӗнеке икӗ пайран тăрать.

Пӗрремӗшне «Çунатлă урхамах», «Ылхан», «Шурă кӗпе», «Пӗччен чарлан», «Каçар мана, çуралайман ачам», «Саплăк», «Шăнкăрчи», «Ирӗклӗ Илюк», «Юлашки ӳкӗнӳ» тата ытти калавсене вырнаçтарнă. Вӗсенче автор нихăш вăхăтра та пӗлтерӗшне çухатман темăсене хускатать. Акă «Пӗр ывăç канфет» калавах илер. Чаплă юбилейне кӳршӗ-аршăпа, тăван-пӗтенпе паллă тунă чухне Лена ятлă хӗрарăмăн алла çыхмалли хаклă сехечӗ çухалать. Юрă-ташă курма пуçтарăннă ачасенчен тахăшӗ илнӗ пуль тесе шутлать Ленăн тăванӗ Микуль. Сехечӗшӗн çав тери кулянакан Лена аппа çав япалана тупса паракана пӗр ывăç канфетпа хăналама пулать. Айăплине Микуль çавăнтах тупса палăртать: «Иркка вăрланă, унăн ашшӗ ӗçкӗпе иртӗхнӗрен çемье чухăн пурăнать, хӗрача сехете сутса укçа тăвасшăн». Айăпа йышăнман хӗрачана вăл тӗттӗм чăлана хупса хурать те унта ирчченех тытать.

Нумай çын кăмăлне хуçнă пăтăрмах иртсе каять: кукăр алăллă арçын ачана, сехете кроликсемпе улăштарнăскере, Маюк тупать. Хаклă япалана хуçине тавăрса параççӗ. Маюк хăйне канфетпа тав тăвасса кӗтет, анчах сехечӗ тупăннипе савăннă хӗрарăм сăмах панине пачах та (тен, юриех?) аса илмест. Юрӗ, маннă тейӗпӗр, канфет илме укçине шелленӗ тейӗпӗр. Анчах та таса чунлă Ирккана вăл чухăн çемьерен пулнине тӗпе хурса вăрă тесе айăпланăшăн, шăшисем хуçаланакан тӗттӗм пӳлӗмре çӗрӗпех лартнăшăн унран каçару ыйтмаллах пек. Çук çав, никам та каçару ыйтса ун кӳренӗвне сирмест.
Пӗр калаврах чуна ыраттараканни мӗн чухлӗ. Ытти калавсенче те вулакансене шухăша яракан самантсем сахал мар.

Прозăлла сăвăсенче, эссесемпе тӗрленчӗксенче те пурнăç çинчен шухăшлаттарать автор. Вӗсенче туслăхпа юрату кăна мар, ăмсанупа кӗвӗçӳ те, уйрăлупа çухату та — тем те пур.

Кӗнекене Ирина Калентьева илемлетнӗ. Хуплашка çине тӗттӗм чăланта ларакан Ирккана ӳкернӗ. Хушăкран ниçта та мар, шăпах ун аллисем çине çутă ӳкет. Чухăн çемьери хӗрача вăрă маррине кăтартса пама пултаруллă ӳнерçӗ çакăн пек май тупнă. Таса Ирккан аллисем.

Галина МАТВЕЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели