Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Петӗр Хусанкайӑн ҫуралнӑ кунне уявлама Шупашкарти поэтсемпе писательсем килсе ҫитрӗҫ

Элкел районӗнчи чӑваш ялӗсен вӗренекенӗсемпе йӗркеленӗ телпулу Сиктерме-Хусанкайри П.П.Хусанкай ячӗллӗ музейра иртрӗ. Вӑл вырӑнти шкул ачисем йӗркеленӗ литмонтажран пуҫланчӗ. Ачасем аслӑ поэтӑмарӑн сӑввисенчи вилӗмсӗр йӗркисене чӑвашла тата вырӑсла каларӗҫ.

Чӑваш Енри Профессионаллӑ ҫыравҫӑсен союзӗн председателӗ Улька Эльмен Шупашкартан килсе ҫитнӗ делегаципе паллаштарчӗ. Унта Лидия Филиппова, Светлана Гордеева, Галина Кӗмӗл, Лидия Изекеева, Галина Соловьева, Василий Дворников кӗчӗҫ. Вӗсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарчӗҫ, хӑйсен сӑввисене – хӑшӗ каласа, хӑшӗ вуласа пачеҫ. Темӑсем ачалӑх, пӗрремӗш юрату, ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх тавра ҫаврӑнчӗҫ. Лидия Изекеева хӑй ҫырнӑ юрӑсене те шӑрантарчӗ. Шупашкарти хӑнасен чӑваш сӑмахӗн, чӑваш поэзийӗн илемне яш чӗресем патне ҫитерес килчӗ. Улька Эльмен прозаик Çыравçăсен союзӗн Хисеп хучӗсемпе Элкел районӗнче чăвашлăха упрас ӗçре палăрнă çынсене чысларӗ.
"Ачасем, сиртен кам сӑвӑсем ҫырать?", – тесе панӑ ыйтӑва хирӗҫ залран, шел пулин те, алӑ ҫӗклекен пулмарӗ. 115 çул каялла çуралнă халăх поэчӗн ҫулӗ ҫине тӑрас текенсем хальлӗхе тупӑнман пулмалла-ха Элкел районӗнче. Хӑҫан та пулин ҫак тулӑхлӑ Сиктӗрме ҫӗрӗ Петӗр Хусанкай, Иван Казанков пек улӑпсене ҫуратасса шанас килет. 

Хăйӗн сăмахӗнче Лидия Филиппова та çыравçăсемпе поэтсен шучӗ чакса пынине палăртрӗ. Пӗлтӗр кăна Чăваш Енри профессионаллă çыравçăсен союзӗ 17 пайташне ӗмӗрлӗхех çухатнă. Сыввисен вăтам çулӗ – 67 çул. Шухăшламалăх пур кунта. Вулакансем пулӗç-ха, кам çырӗ малашне чăвашла? Тăван литературăна кам аталантарӗ?.. Ыйтусем нумай, вӗсемпе пăтранса хурланас килмест те уяв кунӗ, пуласлăх пурпӗр шухăшлаттарать. Самана питӗ хăвăрт улшăнса пыни те витӗм кӳмест мар хальхи литература процессне, пурнăçа та.   

ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн пӗремӗш ҫумӗ Константин Малышев Петӗр Хусанкай ячӗллӗ музее асӑнмалӑх чей сервисӗ парнелерӗ, хӑйӗн ача чухне ҫырнӑ сӑввине вуласа пачӗ.
Ҫывхаракан Уявра вӑл Чӑваш Республикинчи тата Тутарстанри чӑваш поэчӗсемпе прозаикӗсен пултарулӑхне туллин кӑтартас тесе лапамра "Хусанкай урамне" йӗркелеме сӗнчӗ. Шупашкарсӗм ҫак шухӑша ырларӗҫ.

Меркурий Клавдин. Автор сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев