Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пилотсăр системăсен çарӗнче службăра тăракансем валли пăхăннă çăмăллăхсем

Пилотсăр системăсен çарне контрактпа каякансем СВО зонинче икӗ оклад тата талăк тӳлевне илеççӗ, çак тата ытти тӳлевсемпе çăмăллăхсем çинчен Хусанти контрактлă службăна суйласа илекен пунктăн офицерӗ Виктор Никитин «Татар-информ» агентствăна пӗлтернӗ.

Хусанти пунктăн офицерӗ Виктор Никитин пӗлтернӗ тăрăх, çӗнӗ çарта контрактпа службăра тăракансем çӳлерех асăннă тӳлевсемсӗр пуçне пӗр хутчен парăнакан тӳлев (январӗн 1-мӗшӗнчен 2,9 миллион тенкӗ, вӗсенчен 400 пин тенки РФ Оборона министерствинчен, 2,5 миллионӗ Тутарстан бюджетӗнчен) илеççӗ. Çаплах тăшманăн çар техникине пӗтернӗшӗн, наступлени е оборона ӗçӗсене хастар хутшăннăшăн 5 – 500 пин тенкӗ хушма тӳлевсем пăхăннă. Пухакан-ипотека системипе пурăнмалли çурт е хваттер илме те май пур.

Пилотсăр системăсен çарне контрактпа службăна каяс текенсем валли уйрăм хӗрӳ лини уçнă. Кун валли 117 номерпе шăнкăравламалла та 4 цифра çине пусмалла. РФ Оборона министерствипе Тутарстанра контракт мӗнле çырмаллине, тӳлевсемпе çăмăллăхсем çинчен http://heroes-tatarstan.ru сайтра, Контрактлă çара (1-мӗш разрядлине) суйласа илекен пункта (Хусан хули, Аэропортовская урамӗ, 1/40 çурт) килсе е (843)221-44-52 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.

Урăх регионсенчен 8-800-222-59-00 е регионсем хушшинчи кол-центра 117 номерпе шăнкăравламалла.

Аса илтеретпӗр, Пилотсăр системăсен çарне туса хурасси пирки 2025 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче Пилотсăр системăсен çарӗн ертӳçин çумӗ Сергей Иштуганов полковник пӗлтернӗ. Унччен беспилотниксемпе çапăçакан подразделенисем тӗрлӗ çарсенче пулнă.

Çӗнӗ çарăн салтакӗсем пилотсăр вӗçекен, çӳрекен, ишекен хатӗрсене, çав шутра пурте илтнӗ «Гераньсене», гусеницăллă «Странник» дронсене, экипажсăр катерсене çӳретеççӗ. Ку çарта тăмалли чи кӗске контракт – çулталăка. Кунсăр пуçне вӗсене урăх çарсен йышӗнче çапăçма куçармаççӗ. Салтаксене Тутарстанпа юнашар регионсенче вӗрентеççӗ. Чăн малтан компьютер вăййисене выляма юратакансене илме тăрăшаççӗ кунта. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем пӳрнесемпе лайăх ӗçлеççӗ, иккӗмӗшӗнчен, геймерсем валли интерфейса хăнăхнипе хăвăртрах вӗренеççӗ. (Михаил Захаров / "Татар-информ" сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #служба по контракту