Пилотсăр системăсен çарне кайма çырнă контракт хăй тӗллӗн тăсăлмасть
Çӗнӗ çара контрактпа службăна каяс текенсем валли уйрăм хӗрӳ лини уçнă. Кун валли 117 номерпе шăнкăравламалла та 4 цифра çине пусмалла.
«Пилотсăр системăсен çарне кайма çырнă контрактăн срокӗ вӗçленсен çартан кайма ирӗк пур. Кандидатăн пилотсăр системăсен специалисчӗсен программипе РФ Оборона министерствин вӗрентӳ сетӗнче икӗ уйăх вӗренмелле», – пӗлтернӗ «Татар-информ» агентствăна çӗнӗ çарăн уйрăмлăхӗсем çинчен Хусанти контрактлă çара суйласа илекен пунктăн офицерӗ Виктор Никитин.
Енчен те пирвайхи параметрсемпе кандидат юрăхлă-тăк, унăн даннăйӗсене Контрактлă çара суйласа илмелли пунктăн специалистне параççӗ.
Пилотсăр системăсен çарне туса хурасси пирки 2025 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче Пилотсăр системăсен çарӗн ертӳçин çумӗ Сергей Иштуганов полковник пӗлтернӗ. Унччен беспилотниксемпе çапăçакан подразделенисем тӗрлӗ çарсенче пулнă.
Çӗнӗ çарăн салтакӗсем пилотсăр вӗçекен, çӳрекен, ишекен хатӗрсене, çав шутра пурте илтнӗ «Гераньсене», гусеницăллă «Странник» дронсене, экипажсăр катерсене çӳретеççӗ. Ку çарта тăмалли чи кӗске контракт – çулталăка. Кунсăр пуçне вӗсене урăх çарсен йышӗнче çапăçма куçармаççӗ. Салтаксене Тутарстанпа юнашар регионсенче вӗрентеççӗ. Чăн малтан компьютер вăййисене выляма юратакансене илме тăрăшаççӗ кунта. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем пӳрнесемпе лайăх ӗçлеççӗ, иккӗмӗшӗнчен, геймерсем валли интерфейса хăнăхнипе хăвăртрах вӗренеççӗ.
Январӗн 1-мӗшӗнчен РФ Оборона министерствипе контракт çыракансене Тутарстанра 2,9 миллион тенкӗ параççӗ. Çӗршывра чи пысăк тӳлев ку. Çак суммăран 2,5 миллион тенкине Тутарстан бюджетӗнчен, тепӗр 400 пинне Оборона министерстви парать. Кунсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене республикăра 3 пине яхăн пулăшу пур.
РФ Оборона министерствипе Тутарстанра контракт мӗнле çырмаллине, тӳлевсемпе çăмăллăхсем çинчен heroes-tatarstan.ru сайтра, Контрактлă çара (1-мӗш разрядлине) суйласа илекен пункта (Хусан хули, Аэропортовская урамӗ, 1/40 çурт) килсе е (843)221-44-52 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.
Урăх регионсенчен 8-800-222-59-00 е регионсем хушшинчи кол-центра 117 номерпе шăнкăравламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев