Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пиплеттерсе иртсе кайрӗç

Самана таппинчен юлас мар тесен оперативлăх текеннине икӗ хут ӳстермелле

Паян «Татмедиа» акционерлă обществона кӗрекен районти редакцисене çӗнӗ машинасем пачӗç. Хусанти пичет çурчӗ умӗнче хӗллехи пек сивӗ çил пулсан та çынсем çак саманта кӗтсе кăштах шăнма та хатӗрччӗ. Мӗншӗн тесен кун пек савăнăç кашни çул пулмасть. Кашни пилӗкçуллăхра та мар. Кашни кун тӗрлӗ çӗре тухса çӳренипе редакцисен автотранспорчӗ хăвăрт ӗçлӗхрен тухать. Ăна юсаса-сапласа пӗтерме те çук. Вăхăчӗ вара информацие хăвăрт çитерме хистет. Мӗнле ӗлкӗрмелле. 

Çитменнине нумай районта редакцисем хаçат кăна мар, радио та, телефидени те «сӗтӗрсе пыраççӗ». Самана таппинчен юлас мар тесен оперативлăх текеннине икӗ хут ӳстермелле. Çакна пичет тата массăллă коммуникацисен сферинче ӗçлекенсем лайăх ăнланаççӗ. ТР Президенчӗ те ăнланать журналистсен нушине. Çавăнпа  вăл Министрсен Кабинетне редакцисем валли 35 çăмăл автомобиль туянма хушнă та. Шурă «Ларгуссемпе» «Вестасем» ирхине хăйсен хуçисене тупрӗç. Чăвашла хаçатсем кăларакан Пăвари «Ялав», Аксури «Ял пурнăçӗ», Нурлатри «Туслăх» редакцийӗсем çӗнӗ машиналлă пулса тăчӗç. Ӗçтешсене саламлатпăр, ӗçре ăнăçу сунатпăр!
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев