Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн пек тутӑ ҫӳрӗр!

Леш тӗнчене ӑсаннӑ тӑвансем пире пурнӑҫра пулӑшса пынине эпир никамран вӑйлӑрах ӗненетпӗр. Ҫавӑнпа Ҫимӗкре автансӑр ял халӑхпа тулать те.

Ҫимӗкре вилнисене асӑнас йӑла чӑваш пурнӑҫӗнче чи пысӑкки-тӗр. Ӑна эпир Мӑнкунпа Питравккаран та мала хурса пурӑнатпӑр. Ӗненетӗп, чӑвашла калаҫакан пӗр ҫын юлмасан та, халӑхӑн ҫак йӑли пурпӗр пӗтмест. Юна кӗрсе юлнӑ ҫирӗп йӑла вӑл. 

Троица умӗнхи шӑматкун е кӗҫнерникун масар ҫине кайса вилнисене асӑнасси, вӗсен тӑприсем ҫине апат хурса парасси мӗн ӗлӗкрен пырать. Кам-тӑр пӗлсе тӑвать ҫак ӗҫе, кам-тӑр пӗлмесӗр, анчах масар ҫине пурте килме тӑрӑшаҫҫӗ.

Леш тӗнчене ӑсаннӑ тӑвансем пире пурнӑҫра пулӑшса пынине эпир никамран вӑйлӑрах ӗненетпӗр. Ҫавӑнпа Ҫимӗкре автансӑр ял халӑхпа тулать те.

Ватӑраххисем ҫамрӑксене тӑванӗсен вилтӑприсене кӑтартса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем камсем пулнине ӑнлантараҫҫӗ, хӑйсене ӑҫта пытармалли тӗле калаҫҫӗ. Пурнӑҫ вӑл, ним те тӑваймӑн. Пӗрисем каймасан теприсем килмеҫҫӗ. Масарти хӗрессем ҫинче палланӑ ҫынсен карточкисем нумайланса пыни ҫеҫ сана пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен ытларах шухӑшлатӑрать... 

Паянхи Ҫимӗк тӗлпулу кунӗ те. Тахҫанах курман ял-йыша тӗлпулатӑн масар ҫинче: хулара пурӑнаканнине те, ялта килӗнчен тухмасӑр питӗрӗнсе лараканнине те. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашские традиции