Пирӗн Президент пуҫлӑхсен рейтингӗнче мала тухнӑ
Çӗнӗ хыпарсем

Пирӗн Президент пуҫлӑхсен рейтингӗнче мала тухнӑ

Рейтинга хатӗрленӗ чухне регион ертӳҫин профессионаллӑ репутацине шута илеҫҫӗ.

   Рустам Минниханов кӗпӗрнаттӑрсен декабрьти "Индекс власти" рейтингӗнче лидерсенчен пӗри пулса тӑнӑ. 

Тутарстан Президенчӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ун хыҫҫӑн Чечня пуҫлӑхӗ Рамзан Кадыров пырать. Рейтингра пӗрремӗш вырӑнта Сергей Собянин пырать. 

Рейтинга "Давыдов.Индекс" портал тунӑ. Ӑна хатӗрленӗ чухне персонӑн профессионаллӑ репутацине, унӑн аппаратӗнчи лоббистсен хӑватне, вӑл тӑвакан ӗҫӗн пӗлтерӗшне, ҫулне, пысӑк ҫитӗнӳсем пуррипе ҫуккине шута илнӗ.


Нет комментариев