Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПИРУС ТӖПНЕ ПĂРАХНĂ

Чистай район следователӗсем 33-ри арçын енӗпе пуçарнă уголовнăй ӗçе тӗпчесе пӗтернӗ хыççăн пăхса тухма суда янă

Аса илтеретпӗр, кăçал мартăн 2-мӗшӗнче нумай хваттерлӗ çуртăн иккӗмӗш хутри пусми çинче ӳсӗрле пирус туртнă та тӗпне сӳнтермесӗр çавăнтах пăрахса хăварнă вăл. Çакна пула тухнă та пушар. 58-ти арçын çийӗнчех тӗтӗмпе чыхăнса вилнӗ, тепӗр виçӗ çынна больницăна леçнӗ. Шар курнисенчен пӗри, 36-ри арçын, сывалайман, уйăхран вилнӗ. Сăтăр туса çылăха кӗнӗ арçын хăй айăпӗнчен тунмасть, анчах закон умӗнчи яваплăхран хăтармасть ку.

 

МУНЧА ХУТНĂ...

Анат Кама районӗнчи Сухарево ялӗнче тухнă пушарта та этем хăйех айăплă. Пӗр çуртăн хуçи мунча хутса янă та мăшăрӗпе пӗрле хăнана кайнă. Çунакан кăмакаран тухса ӳкнӗ вӗри кăмрăка пула малтан мунча урайне вут тивнӗ, унтан çуртпа сарай çине сиксе ӳкнӗ. Çапла майпа хăйсем килнӗ çӗре çурт-йӗрӗ тӗппипех çунса кайнă вӗсен. Кӳршисене вара аяккарах вырнаçни кăна пушартан çăлса хăварнă. 

 

МИЛЛЕНИУМРАН ÇАКĂННĂ

Май уйăхӗн 10-мӗшӗнче Хусанти Миллениум кӗпертен çакăннă 20 çулсенчи çамрăк каччăн виллине тупнине хыпарлать tatarstan24.tv сайт. Хăй çине алă хума мӗн хистенин сăлтавӗсем хальлӗхе паллă мар – тӗпчеççӗ. Çакăнмашкăн «Любовь» графитти тăррине суйлани, тен, ахаль мар?

 

 АСĂРХАНĂР – ÇӖЛЕН

Нумай пулмасть тухтăрсем Çырчаллин 41-ти арçыннине вилӗмрен çăлнă. Хăй каланă тăрăх, май уявӗсен вăхăтӗнче çемйипе, юлташӗсемпе пӗрле шыв хӗрринче каннă хушăра аллипе çӗр çине таяннă вăхăтра хура çӗлен çури сăхнă ăна. Те çӗленӗ пысăк пулманнипе, больницăна вăл тепӗр кунхине, алли хытă шыçса кайсан, тин кайнă. Телее, тухтăрсем вăхăтра пулăшу парса ӗлкӗрнӗ.

Ирина КУЗЬМИНА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев