Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пирвайхи юррисене окопра çырнă

Ятарлă çар операцине хутшăнакансенчен çеç тăракан юрă ушкăнӗсем те пур. Паян «ТНВ» телеканал ирттерекен «Вступай в армию Победы» марафона, ак, тӗслӗхрен, СВО ветеранӗ, «Добробат» ушкăн солисчӗ Иван Хомяков хутшăнчӗ, хăй мӗнле майпа юрăсем çырма пуçлани пирки каласа пачӗ.

Иван ачаран çар çынни пулма ӗмӗтленнӗ. Ун асламăшӗ Аслă вăрçăра связистка пулнă, Кенигсберга çитнӗ, аслашшӗ вара десантник-инструктор пулнă. Çитӗнсен шала кайнă чир пуррипе хăйне салтака илмессине пӗлсен хытă куляннă Иван.

Тулли мар мобилизаци пуçлансан Иван хăй ирӗкӗпе çар комиссариатне пынă. Анчах ку хутӗнче те малти линие лекеймен вăл. Çапах та 2022 çулхи ноябрь вӗçленнӗ тӗле СВОна каякансен йышне лекнех. 

Малти линире тăшманпа çапăçса Иван нумай наградăна тивӗçнӗ. Хăй тунă паттăрлăхсем пирки каласа пама юратмасть вăл. Çапăçусенче пӗрре мар аманнă Иван, сывалсан каллех СВОна таврăннă.

Контракт срокӗ пӗтсен килне таврăннă. Халӗ хăйӗн профессийӗпе ӗçлет, «Добробат» ушкăн йӗркеленӗ. Унти музыкантсем пурте СВОна хутшăннисем, вӗсем патриотизмла темăпа юрăсем юрлаççӗ.

Иван Хомяков вӗсене хăйех çырать. Пирвайхи юррисене Иван окопра çырнă. «Тӗпрен илсен вӗсем çапăçу саманчӗсем пирки, Тăван çӗршыва юратни, юрату çинчен», – каласа парать Иван.

«Добробатăн» ертӳçи Валерий Чамрин Хомяков пирки мăнаçланса калать. «Иван – питӗ аван çын. Ушкăнри ачасем пурте хамăн ывăлсем пекех маншăн», – тет Валерий.

Аса илтеретпӗр, паян ирхине 8.00 сехетрен пуçласа ТНВ телеканалпа «Вступай в армию Победы» марафон пырать. Вăл 20.00 сехетченех тăсăлать. Çак тапхăрта унта 60 ытла хăна, çав шутра ятарлă çар операцине хутшăнакансем, тухтăрсем, волонтерсем, районсен пуçлăхӗсем, артистсем тата нумай-нумай çын хутшăнать.  

Каласа хăвармалла, халӗ СВОна Тутарстанран контрактпа каяс текенсем пӗр хутчен 1 миллион та 500 пин тенкӗ таран укçа илме пултараççӗ, уйăхсерен çар çыннисене 210 пинрен кая мар шалу тӳлӗç. Ӳстернӗ тӳлеве июнь-июль уйăхӗсенче илме пулать. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон – 8(800)222-59-00.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА сайтӗнчен. 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: телемарафон