Çӗнӗ хыпарсем

Питбайкпа пынă 14-ри хӗрача сывă юлайман

Ку пысăк трагеди май уйăхӗн вӗçӗнче Пӗкӗлме районӗнчи Кивӗ Исаково ялӗнче пулнă.

Питбайкпа (спорт мотоциклӗ) çӳресе пынă 14-ри хӗрача çутă юпи çине пырса тăрăннипе сывă юлайман. Ун хыçӗнче ларса пынă 13-ри арçын ачана пуç мимийӗ хытă чӗтреннипе больницăна леçме тивнӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, питбайка ашшӗ-амăшӗ шăпах çак арçын ачана илсе панă, кӳршӗ хӗрачи вара ярăнма кăна илнӗ.

 


#ОсторожноМошенники

Нет комментариев