Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳлерсем ентешӗсене халалласа Асăну тата Хисеп хăмисем уçнă

Юнкун, январӗн 10-мӗшӗнче, Алексеевски районӗнчи Пӳлерте ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă Сергей Долгановпа Александр Савичева халалласа мемориал хăмисем уçнă, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Мерпориятие çакăнта ӳснӗ Раççей Геройӗ Расим Баксиков, Патшалăх Думин депутачӗ Айдар Метшин тата Алексеевски районӗн пуçлăхӗ Сергей Демидов, салтаксен çемйисем, тăванӗсем, Пӳлер шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсем хутшăннă.

Асăнӳ хăмисене уçма, паллах, ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă салтаксен çывăх çыннисене ыйтнă. Пӳлер шкулӗн директорӗ Марина Белоусова хăйӗн сăмахӗнче С. Долганов та, А. Савичев та çак шкултан вӗреннине, вӗсене кунта пурте аван пӗлнине каланă. 


«Паттăр ентешсене асăнса эпир асăну партти йӗркелерӗмӗр, вăл шкул музейӗнче вырнаçнă. Паянхи тӗлпулу вара пире Долгановсемпе тата Савичевсемпе çыхăнусене çирӗплетме пулăшрӗ. Çавăн пекех ку мероприятие пирӗн шкултан вӗренсе тухнă тепӗр ентешӗмӗр — Раççей Геройӗ Расим Баксиков капитан та хутшăнать. Тӗлпулăва хатӗрлеме шкул ачисем хастар хутшăнчӗç — вӗсем „Пирӗн самана паттăрӗсем“ ӳкерчӗксен куравне йӗркелерӗç», — тенӗ шкул директорӗ. 


Митинга пуçтарăннисем пӗр минут шăп тăрса пуç хунă ентешӗсене асăннă. Салтаксен тăванӗсемпе пӗрле чей ӗçнӗ чух вӗсене мӗнле пулăшу кирлӗ пулни пирки ыйтса пӗлнӗ. 


Çак кунах Пӳлерте Раççей Геройӗн Расим Баксиковăн Хисеп хăмине те уçнă. Ăна «Юнармеец» çамрăксен клубӗн стени çине вырнаçтарнă. Шкулта вӗреннӗ чух Расим шăпах кунта çӳренӗ-мӗн. 


«Эпир хамăрăн паттăр ентешӗмӗре еплерех майпа чыслас-ши тесе вăрах шухăшларăмăр, вара çак çамрăксен клубӗн стени çинче Хисеп хăми уçас тесе калаçса татăлтăмăр. Вăл çар çыннин харсăрлăхӗн пирвайхи хăнăхăвӗсене шăпах çакăнта вӗреннӗ. Расим Баксиков Алексеевски районӗнче Раççей Геройӗн ятне тивӗçнӗ пӗрремӗш çын. Паян кунта çак клуба çӳрекен ачасем те пур. Паттăр ентешӗмӗрӗн историйӗ пирӗншӗн пуриншӗн те пурнăçра çул кăтартакан тӗслӗх пуласса шанатпăр», — тенӗ Алексеевски районӗн пуçлăхӗ Сергей Демидов Хисеп хăмине уçас церемонире. 


Расим Баксиков хăйне çапла чыс тунăшăн пурне те чунтан тав тунă: «Хамăн туйăмсем пирки каласа пама манăн сăмах та çитмест. Мана çапла хисеп тунăшăн чӗререн тав сире. Ятарлă çар операцийӗн зонинчи кашни çар çынни паттăр тесе шутлатăп. Вӗсем Тăван çӗршыва хӳтӗлесе тивӗçлӗн кӗрешеççӗ. Вӗсене пурне те киле чӗрӗ-сывă таврăнма сунатăп», — тенӗ вăл. 


Е. Ахманаева («Татар-информ» ИА сайтӗнчен илнӗ) сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев