Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӑлхарсен историйӗ пирки пӗр-ик шухӑш

Хамӑр халӑх аваллӑхне тӗпченӗ чухне эпир час-часах логика ҫинчен манатпӑр. Ҫавӑнпа тӗрлӗрен тӗлӗнмелле, кулӑшла версисем ҫуралаҫҫӗ те.

Вӑл вӑхӑтри пурнӑҫа тӗрӗс сӑнлас тесен, ҫынсен ун чухнехи тавракурӑмне, пӗлӗвӗсене, менталитетне те шута илмелле. 

Чи пысӑк йӑнӑш Ибн-Фадлан ҫырнисене йӑлтах ӗненсе лартни. Элчӗн араб падишахне юрамалла пулнӑ, юраймасан, унӑн пуҫне касма пултарнӑ. Ҫавӑнпа тем тепӗр тӗлӗнмелли ҫырнӑ та вӑл, хӑйӗн патшине юрас тесе. 

Мана тӗлӗнтерет чӑваш тӗпчевҫисемех "Хеллечче" тата "Дшавшыр" сӑмахсен тупсӑмне тӗрӗс мар ӑнлантарни. Ку сӑмахсене чӑвашсемсӗр пуҫне кам ӑнланать? Шаймиева Пӑлхарти экскурсовод  каларӗш, "ку сӑмахсене чӑваш чӗлхисӗр ӑнланма ҫук". Анчах логикӑна та ҫухатмалла мар. 

Ибн Фадлан арабла ҫырнӑ, ӑна вырӑсла куҫарнӑ. Вырӑс тӑлмачӗ чӑвашла пӗлменни паллӑ. Тӗрлӗ халӑхсем ҫак куҫарусене хӑйсенле ҫавӑрттараҫҫӗ те. 

Фадлан делегацийӗ Пӑлхара хӑҫан килсе ҫитет? Вӑл пӑлхарсен чӗлхине пӗлнӗ пулсан, ҫырӑвӗнче ун пек йӑнӑшсем тумӗччӗ. Ҫакна патшана юрас тесе ҫырнӑ текстӑн куҫарӑвне тимлӗрех вуласан ӑнланма пулать. Тата "Хӗллеччӗ" тесе эпир ҫырмана ят паратпӑр-и? Пирӗн вӗт юханшывсем: Ҫарӑмсан, Сӗве, Ӗнчӗ, Юхлӑ, Чӑнлӑ тата ытти те. Хӗллеччӗ – чӗлхе логикинчен инҫе тӑрать. Тен, вӑл вӑхӑт пӗлтерӗшӗллӗ сӑмах? Ибн-Фадлан Пӑлхара хӗлле килсе ҫитет. Сылтӑмран сулахаялла ҫырнӑ предложенисенче арабсем ӑҫта пӑнчӑ лартнине пӗлместӗп, вӑл хайлав оригиналне те куҫпа курман. Ӑна мухтавлӑ хальхи чӑваш тӗпчевҫисем те курман-тӑр, анчах пӑхӑнтарнӑ халӑх пек пуҫӗсене пӗксе куҫару тексчӗ хыҫҫӑн "утаҫҫӗ". Чӑвашсем ҫинчен чӑвашла пӗлмен, пирӗн пурнӑҫа ӑнланман историксем капла та нумай ҫырчӗҫ ӗнтӗ. Ҫитет веҫех чӑнлӑха хума. 

"Хӗллеччӗ" сӑмах ман шутпа "хӑҫанччӗ?" ыйту ҫине хуравлать. Е вӑл пирӗн чӗлхери сӑмах мар. 

Джавшыр та ыйтусем ҫуратать. Логикӑна хускатсан, ак кун пек ӳкерчӗк тухать куҫ умне. Калӑпӑр, пӑлхарсен ҫӗрне курса ҫӳрекен Фадлан сӑрт ҫине хӑпарнӑ та, кӑсӑкланать: "Лере мӗн вырнаҫнӑ?" Ӑна ӑнлантараҫҫӗ алӑпа кӑтартса: "Ав, ҫав ҫӗр ҫырми леш енче пурӑнаҫҫӗ ҫав-ҫав йӑхсем". Ку ҫырса хурать "ҫав ҫӗр" сӑмах майлашӑвне хӑй пӗлнӗ пек ӑнланса Дшавшыр ҫырми тесе. Пирӗн чӗлхене ӑнланман ҫын паян та ҫавӑн пек тӑвать, пӗлекенни – тумасть. Ҫакна Чӑваш халӑх академикӗ тата Хисеплӗ таврапӗлӳҫӗ ятсене илмесен те ӑнланма пулать пек, кӑшт пуҫа тӗрӗс ӗҫлеттерсен. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев