Поэт-фронтовика халалласа йывăç лартрăмăр
Валентин Урташ поэтӑмӑрӑн тӑван ялӗнчи Раккассинчи палăкӗ патне икӗ тӗп хурӑн йывӑççи тата икӗ тӗм шăлан (шиповник) лартрӑмӑр
Валентин Урташ поэтӑмӑрӑн тӑван ялӗнчи Раккассинчи палăкӗ патне икӗ тӗп хурӑн йывӑççи тата икӗ тӗм шăлан (шиповник) лартрӑмӑр
Поэт ентешӗмӗр хурӑн йывӑççине юратнипе унăн хӑватлӑ сӑмахсемпе çырнӑ юрри пурсӑмӑрӑн та чӗресене тыткӑнлать. Çакӑн пек вилӗмсӗр юрӑ пекех вӑрӑм ӗмӗрлӗ пулччăрах çак хурӑнсем.
Йывӑç лартас ӗçе Анатолипе Татьяна Князевсем, Людмила Долгова тата эпӗ, Анна Никонорова, хутшăнтăмăр. Людмила Долгова çак стела таврашне тирпейлесе тӑрать. Çакăншӑн эпир, Пăва районӗнчи çыравçӑсемпе ЧНКА пайташӗсем, ăна тав сӑмахӗ калатпӑр.
Анна НИКОНОРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев