Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ПӖР ÇЫННА ТА ПУЛИН САВĂНТАРНИ ТЕ ТЕЛЕЙ

«Ырă ту та улшăн» – шăп çак ятпа иртрӗ ноябрӗн 25-мӗшӗнче Хусанти «Heaven» илем студийӗнче ыркăмăллăх акцийӗ

Ăна пуçараканӗсем Ирина Порфирьева харпăр предпринимательпе «Радуга Добра» ыркăмăллăх фончӗн директорӗ Валентина Бушуева пулчӗç. Иккӗшӗ те чăваш, Ирина Порфирьева Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗнчен, Валентина Бушуева хăй Ульяновск хулинче çуралса ӳснӗ, ашшӗ-амăшӗ вара Çӗпрелӗнчи Хулаçырминчен. Ирина Порфирьева пӗр вăхăт пирӗн хаçатра та ӗçлерӗ, хăйне вара пач та урăх сферăра тупрӗ.

Ыркăмăллăх акцине пуçарас умӗн вăл шутламан та пулмалла мӗн чухлӗ çын хăй тавра пуçтарăнассине. Паянхи çăмăл мар лару-тăрура ку хаклă пулăм. Ольга Батлук стилист, шоу-рум хуçи Ирина Рахматуллина, çӳç мастерӗсем Ольга Рубцовăпа Елена Розумная, Регина Мамонтова визажист, куç харшисен мастерӗ Екатерина Палтаева хапăл тусах çăмăл мар шăпаллă инвалид-ача амăшӗ Наталья Павлова умӗнче илем тӗнчин алăкне уçрӗç.  

Ыркăмăллăх акцине хутшăнакансем ыйтнипе ку материала вырăсла пичетлетпӗр. Унпа 3-4-мӗш страницăсенче паллашма пултаратăр. 

Сăнӳкерчӗкре: И.Порфирьева, И.Рахматуллина, О.Батлук, В.Бушуева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев