Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр донор виҫӗ ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултарать

Юн плазмине илсе усӑ курас программӑна Тутарстанра кӑҫал апрель варринче кӗртнӗ

 

Республикӑри юн центрӗнче коронавирус инфекцийӗпе чирлесе ирттернӗ донорсем плазма панӑ. Ахаль ҫынсем юн панӑ пулсан, кӑна никам та сисмӗччӗ, анчах пуҫлӑхсем хутшӑнсан, акци тесе ҫырмалла, яланхи ӗҫ мероприятие ҫаврӑнать.
Паян доброволецсен шутӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Айрат Фаррахов тата ТР спорт министрӗ Владимир Леонов та пулнӑ.
"Коронавирусран сывалнӑ ҫынсен плазми Covid-19-па кӗрешекенсемшӗн питӗ усӑллӑ пулнине наука ҫирӗплетет. Енчен те эпир хамӑр ҫинче граждансене тӗслӗх кӑтартсан, ҫынсем хӑйсем тӗллӗн юн пама йышӑну тӑвӗҫ тесе шутлас килет",– тесе палӑртнӑ Айрат Фаррахов.
Ҫавӑн пекех вӑл" Единая Россия" парти сӗнӗвне те каланӑ: плазма панӑшӑн илнӗ укҫасене коммерцилле мар фондсене куҫарма. Депутат сӑмахӗсемпе, ҫак укҫасене расход материалӗсене туянма яраҫҫӗ.

Юн плазмине илсе усӑ курас программӑна Тутарстанра апрель варринче кӗртнӗ. Коронавирусран сывалнӑ ҫынсем плазма донорӗ пулса тӑрайччӑр тесен, вӗсен икӗ хутчен тест парса иккӗшӗнче те отрицательнӑй результат илмелле. Иккӗмӗш тест панӑ хыҫҫӑн икӗ эрне иртсен юн центрне плазма пама кайма юрать.
Пӗр доброволец виҫӗ ҫынна хӑтарма пултарать: унран 600 мл плазма илеҫҫӗ, пӗр чирлӗ ҫынна 200 мл кирлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев