Пӗр эрнере — сцена ăсти
«Науруз» VIII Халăхсен хушшинчи театр тата вӗрентӳ фестиваль- форумӗ паян ӗçе тытăнчӗ
«Науруз» VIII Халăхсен хушшинчи театр тата вӗрентӳ фестиваль- форумӗ паян ӗçе тытăнчӗ
Иртнӗ эрнекун пресс-конференцире çак интереслӗ, усăллă пулăма йӗркелекенсем «уникаллă» форум тесе палăртрӗç кăçалхи «Науруза». Пӗр енчен илсен пӗр эрнере театр ӗçченӗсен пӗлӗвне, квалификацине ӳстерме тӗллев лартни ытла юмахри пек хăвăрт туйăнать. Тепӗр енчен илсен — икӗ çулта пӗрре иртекен вӗрентӳ форумӗн йӗркелӳçисем, хăйсем те театр ӗçченӗсем, ӗçтешӗсене мӗн кирлине те, мӗнлерех мелпе памаллине те лайăх ăнланаççӗ. Çавăнпа вӗренӗве эффективлă йӗркелесси — вӗсен тӗллевӗ.
Пӗр харăс Хусанăн тӗрлӗ кӗтесӗнче — Г.Камал ячӗллӗ театр, Шарык, «Угол» театр, Г.Тукай ячӗллӗ литература музейӗ, ХФУ аудиторийӗ, «Экият» театр... — иртет вӗренӳ. Харăсах 12 секци ӗçлет: актер ăсталăхӗ, сцена çинчен калаçасси, пластика, режиссер курсӗ, сценографи. Çавăн пекех менеджмент. PR-технологисен вăрттăнлăхне уçаççӗ. Театр критикӗсен секцийӗсем те ӗçлеççӗ тата архив ӗçӗ. Камшăн-тăр ку тӗлӗнмелле те пулӗ, анчах театрăн архив пулмаллах, тесе шутлать Фарид Бикчантаев, г.Камал театрӗн илемлӗх ертӳçи. Вăл театрта пӗрремӗш афишăсем сыхланса юлнине, вӗсене куç пек упранине каласа пачӗ.
Тӗпрен илсен секцисем мастер-класс мелӗпе иртеççӗ. Театр критикӗсмпе диспут евӗр калаçупа ӗçлӗç. Ăстасем, вӗрентекенсем пурте пысăк опытлă, кашнин халиччен ӗçре тӗрӗслесе ят илнӗ методики — Вениамин Михайлович Фильштинский (Санкт-петербург) тата Наталья Анатольевна Колотова актерсен ăсталăхне ӳстереççӗ, Лев борисович Эренбург (Санкт-Петербург) реăиссер ӗçӗн вăрттăнлăхӗсене уçма пуçланă та. Ытти секцисенче ӗçлекенсем те интереслӗ, опытлă педагогсем. Пире куракансене кăсăк спектакльсемпе савăнтарччӗр тесе «Науруз» форумра 41 педагог вăй хурать.
Вӗренекенсем те йышлă. Вӗсен географийӗ питӗ анлă — Ханты-мансы автономи округӗ, Смоленск, Якут Республики, Рязань, Чăваш Республики (Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗн ӗçченӗсем тата Пукане тетрӗнче вăй хуракансем), паллах Тутарстанри профессиллӗ театрсенче ӗçлекенсем. «Малтанхи çулсенче артистсене форумра вӗренме хистени те пулнă, халӗ хăйсемех çырăнаççӗ. Тепӗр чухне çырăнма ӗлкӗреймесӗр юлни те пулнă», — «Науруз» çитӗнӗвӗшӗн савăнса каласа парать Ф.Бикчантаев.
Форум-фестивале ТР культура министерстви никӗсленӗ. Кăçалхи «Науруза» «СОНКО тӗрев парассипе Республикăн ресурс центрӗ» Автономлă коммерцилле мар организаци пулăшнипе, ТР Министрсен Кабинечӗн Гранчӗпе тата «Татнефть» Ыркăмăллăх фончӗн Гранчӗпе ирттереççӗ.
Фестиваль-форум июнӗн 2-мӗшӗнче ӗçленет.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев