Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр гектара икӗ лаша сухалама пуҫлать

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Тутарстанра 2350 единица ял хуçалăх техникине туяннӑ

Kӑҫал туяннӑ ял хуҫалӑх техникин шучӗпе тата ҫак техникӑна лизингпа е льготӑллӑ кредитпа илес программӑсене хутшӑнса Тутарстан Раҫҫейӗн ытти регионӗсен хушшинче мала тухнӑ. Ҫакна РФ Ял хуҫалӑх министерствин канашлӑвӗнче палӑртнӑ, тесе пӗлтерет ТР Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби.

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Тутарстанра 2350 единица ял хуçалăх техникине туяннӑ, ҫав шутра 410 трактор, 187 тырӑ выракан тата 53 чӗкӗнтӗрпе ҫӗр улми кӑларакан комбайн, 1,7 пин ытла ытти ял хуçалăх машинипе оборудовани. Туяннӑ тракторсенчен ҫуррине яхӑн энерги тӗлӗшӗнчен хӑватлӑ, 250 лаша вӑйӗнчен те ирттерекеннисем пур.
"Льготӑпа тата лизинга илнӗ продуктсем тата республикӑри техника ылмаштарӑвӗн программи (ун тӑрӑх техника хакӗн 40 процентне субсиди парӑнчӗ) ял хуçалăх техникин паркне самай ҫӗнетме май пачӗ", – тесе палӑртнӑ министерствора.
Ял хуҫалӑх техникине модернизациленине пула юлашки 5 ҫулта Тутарстанра энергипе тивӗҫтерессине ӳстерме пултарнӑ. Ака ҫӗрӗсен 100 гектарӗ пуҫне малтан 154 лаша вӑйӗ тивнӗ пулсан, халӗ кӑтарту 172 лаша вӑйӗпе танлашать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев