Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр кӗнекешӗн те намăс мар

Вăл – прозаик, драматург, поэт, куçаруçă, журналист. Ачасем валли те, çитӗннисем валли те çырать, литературăн тӗрлӗ жанрӗпе тухăçлă ӗçлет. Шупашкарти театрсем унăн пьесисем тăрăх сакăр спектакль лартнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн çулсеренех иртекен ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсӗнче пилӗк хутчен çӗнтернӗ. Сăмахăмăр Владислав Николаев пирки пырать. «Варкăш» литература клубӗн черетлӗ ларăвӗн хăни шăпах вăл пулчӗ.

Юпа уйăхӗн 29-мӗшӗнче варкăшçăсем Чăваш наци библиотекине Владислав Дмитриевичăн «Маттурсем-хастарсем» повеçне пахалама пуçтарăнчӗç. Мероприятие Любовь Матюкова библиотекарь ертсе пычӗ. Кăларăм, çӳлерех асăннă пултарулăх ăмăртăвӗн 2023 çулхи çӗнтерӳçи, Чăваш кӗнеке издательствинче кăçал кун çути курнă. Хăтлавра автор хайлава çырни çинчен тӗплӗн каласа кăтартрӗ, ăнăçу вăрттăнлăхне те уçса пачӗ.

– Конкурсра пилӗк хутчен мала тухнин сăлтавне самана таппине кура хайланă алçырусемпе хутшăннинче куратăп. Ку таранччен пичетленнӗ пӗр кӗнекешӗн те намăс мар. Паян та çул çинче «Маттурсем-хастарсем» повеçе вуласа пытăм, хампа хам савăнса килтӗм, – терӗ Владислав Дмитриевич йăл кулса. – Кунти класс идеаллă, сăнарсем – идеализациленӗ ачасем. Вӗсем пурте хастар та пуçаруллă, пуçтаххисем çук. Пӗри ырă ӗç тăвас тесен ыттисем те кар тăраççӗ. Мӗншӗн шăпах улттăмӗшсене суйласа илтӗм-ха?  Кӗçӗнреххисем ачапчарах, кăшт айванрах, аслăраххисен урăх шухăшсем. «Кирек мӗнле ачана та лайăх вӗрентекен кирлӗ», – тесшӗн пултăм эпӗ. Анита Васильевна класс ертӳçипе пӗрле вӗренекенсем таçта та çитеççӗ, темле ӗç те тăваççӗ. Ман пурнăçра та çавăн пек лайăх вӗрентекен пулнă. Пире хастар пулма вӗрентнӗшӗн Надежда Евгеньевнăна халь те тав тăватăп.

Кӗнекери хăш-пӗр пулăма çыравçă кӗçӗн хӗрӗн Соньăн шкул пурнăçӗнчен илнӗ. Хут перекетлесси пирки вара ача чухне хăй те шухăша путнă-мӗн. Малашне вăл ачасем валли сахалрах çырас шутлине пӗлтерчӗ. Пуçласа хунă романсемпе драмăсем кӗтеççӗ ăна. Çапах та юптарусене пăрахасшăн мар. Хавхалану килсен çӗрлехи икӗ-виçӗ сехетчен те сӗтел хушшинче лараканскер «Мускав пăтти» хайлавне те роман шайне çитересшӗн. Шел, хальлӗхе вăхăчӗ çитсе пымасть.

Кăларăм редакторӗ Ольга Иванова алçырупа кал-кал ӗçленине палăртрӗ.

– Хайлава автор пӗрремӗш сăпатран йӗркеленӗ. Каласа параканӗ – 6 «А» класра ăс пухакан Николай Сареев. Çавăнпа мӗнпур ӗç-пуç çинчен вулакан ун шухăш-кăмăлӗ урлă пӗлет. Арçын ача пӗртте кичемленсе лармасть, ялан тем пирки пуç ватать. Ирина Андреева художникăн ӳкерчӗкӗсем питӗ ăнăçлă пулса тухрӗç. Вӗсем сăнарсене куç умне кăларма пулăшаççӗ, – терӗ Ольга Михайловна.

«Варкăш» клубăн çӗнӗ пайташӗ Анна Михопарова, кӗске хайлавсем вулама юратманскер, повеçпе ытлашши хăпартланмасăр паллашнă.

– Ман шутпа, кунта ачисем пурте пӗрешкел, хăшӗ кам пулнине уйăрса илме йывăр. Хайлав тăршшӗпе пачах та улшăнмаççӗ вӗсем. Тарăнлăх, психологизм çитмерӗ мана. Мэр улттăмӗшсем каланине итлени, вӗсемпе пӗрле субботника тухни те ӗненмелле мар. Кӗнеке маттур ачан мӗнле пулмаллине кăтартакан инструкци пек туйăнчӗ, – терӗ Анна Ивановна.

Нина Царыгина çамрăк çыравçă ӳкерчӗксем произведенипе килӗшсе тăнине палăртрӗ. Ольга Васильева прозаик «Маттурсем-хастарсем» кӗнекери евӗрлӗ сăнарсем «Кăшăлвирусра» тӗл пулнине асăнчӗ.

 

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели