Пӗр-пӗринчен вӗренме
2025 çулхи февралӗн 12 – 14-мӗшӗсенче «Казань Экспо» курав комплексӗнче «Казань Агро» АПК çитӗнӗвӗсен куравӗ ӗçлӗ.
Унта Раççейӗн тӗрлӗ регионӗнчен, ют çӗршывсенчен 300 организаци хутшăнать, 12 пин çын килессине пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.
«Маларах «ТатАгроЭкспо» ятлă формачӗ те урăх. Ку çӗнӗлӗхсем Хусан ял хуçалăхӗнче инноваци центрӗ пулнине кăтартаççӗ», — ăнлантараççӗ министерствăран.
Курава хутшăнакансем ӳсен-тăран ӳстерессипе, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессипе, апат-çимӗç хатӗрлессипе, АПК цифровизацилессипе, тирпейлессипе тата отрасльти ытти сулăмсемпе тунă çитӗнӳсене кăтартӗç.
Куравăн ӗçлӗ программине 20 мероприяти кӗртнӗ. Мастер-классем, çавра сӗтелсем, семинарсем пулӗç. Куравăн тӗп мероприятийӗ – ТР Ял хуçалăх тата апат-çимӗç министерствин коллеги ларăвӗ. Унта 2024 çулта тунă ӗçсене пӗтӗмлетӗç, 2025 çула палăртнă стратегиллӗ плансемпе паллаштарӗç.
Агропромышленность комплексӗнчи çитӗнӳсен куравӗ ял хуçалăх производителӗсене, наукăра, бизнесра, отраслӗн министерствисемпе ведомствисенче вăй хуракансене пӗр-пӗринпе хутшăнма май парать. АПК специалисчӗсем професси шайне ӳстереççӗ, пӗр-пӗрин опытне йышăнаççӗ. Паллах, çӗнӗ проектсен хăтлавӗ те йышлă пуласси куçкӗрет.
Сăнӳкерчӗк agro.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев