Пӗр салтак та ан манăçтăр
Çак кунсенче «Астăвăм сачӗ» коммерцилле мар организаци Халăхсем хушшинчи «Астăвăм сачӗ» проекта пӗтӗмлетнӗ. Сăмах май, кăçал унта Раççейӗн мӗнпур регионӗ тата 39 çӗршыв хутшăннă. Чи нумай йывăç лартнă 10 регион хушшинче Тутарстан та пур.
«Астăвăм сачӗ» проектăн тӗллевӗ — Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче пуç хунă кашни çынна асăнса, пурӗ 27 миллион, йывăç лартасси. Проекта пилӗк çул. Унăн географийӗ çулран çул анлăланса пырать. Сăваплă ӗçе кăçал Раççейри, ытти çӗршывсенчи 700 пин ытла волонтер хутшăнса пурӗ 38 миллион тӗп ытла йывăç (хыр, чăрăш, хурама, лиственница, акаци, хурăн, юман, çаплах сайра тӗл пулакан тис, декоративлă чăрăш, Китай вӗрени, фламбоян тата ытти те) лартнă. Акци пулăшнипе «Астăвăм сачӗсем» халӗ Бангладешра, Лаосра, Литвапа Эфиопире те пур халь.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев