Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ҫӗпрел чӑвашӗ ҫинчен ӳкернӗ кинона Тутарстанра кӑтартӗҫ

Райцентрти кинопремьерӑна Николай Федорович Угаслов хӑй те пырса курасшӑн

Тутарстанри халӑхсен "Панорама" кинофестивалӗ Чӑваш киновӗн кунӗсенчен пуҫланать.

Фестивале февралӗн 21-мӗшӗнче Хусанти Халӑхсен Туслӑхӗн Ҫуртӗнче уҫма палӑртнӑ.
Чӑваш киновӗн кунӗсем февралӗн 22-мӗшӗнче Хусанти "Мир" кинотеатрта 18 сехетре пуҫланаҫҫӗ. Вырӑсла субтитрсемпе трансляциленекен чӑвашла фильмсене ҫак кинотеатрта тепӗр кун та, февралӗн 23-мӗшӗнче курма пулать. Зала тӳлевсӗр кӗрекен куракансем кино пӑхас умӗн фильмсен режиссерӗсемпе, сценарисчӗсемпе, "Чӑвашкино" киннсиудин ӗҫченӗсемпе тӗлпулӗҫ. Фильмсем вӗҫленнӗ хыҫҫӑн вӗсене туса кӑларакансемпе сӳтсе явма май пулать.
Пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче Чӑваш Республикинче Тутар киновӗн кунӗсене Шупашкарта, Комсомольскинче, Патӑрьелӗнче ирттернӗ.
Чӑваш киновӗн кунӗсем Тутарстанри чӑвашсем пурӑнакан хӑш-пӗр  районсенче те иртеҫҫӗ. Ҫапла, февралӗн 24-мӗшӗнче Шупашкар делегацийӗ Аксу тата Нурлат районӗсенче пулса киносем кӑтартӗ. Февралӗн 25-мӗшӗнче Теччӗпе Ҫӗпрел кинотеатрӗсем чӑваш сассипе тулӗҫ.
Халӑхсене вырӑнсенчи Чӑваш наципе культура центрӗсем пухаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев