Президентӑн ҫӗнӗ программипе пӗрремӗш ҫамрӑк ҫемье хваттер илнӗ
Рустам Минниханов шучӗпе, ҫӗнӗ соципотека программи ачаллӑ ҫемьесемшӗн те, ачаллӑ пулма хатӗрленекенсемшӗн те лайӑх тӗрев пулса тӑрать
Малтанласа 185 пин тенкӗ кӑна тӳлесе Анат Камӑри Нуринвсен ҫемйи 4 пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма тытӑннӑ.
Нуриевсем хваттерне Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов пуҫарнӑ социаллӑ ипотекӑн ҫӗнӗ программипе илнӗ. ТР Президенчӗ программа ҫинчен уйӑх каялла пӗлтернӗ. Вӑл хӑйсен ҫурт-йӗрӗ ҫуккине Тутарстанри ҫамрӑк ҫемьесен чи пысӑк йывӑрлӑхӗсен шутне кӗртнӗ. Рустам Минниханов шучӗпе, ҫӗнӗ соципотека программи ачаллӑ ҫемьесемшӗн те, ачаллӑ пулма хатӗрленекенсемшӗн те
лайӑх тӗрев пулса тӑрать. Унсӑр пуҫне хӑйсен хваттерӗллӗ пулни тӑван республикӑра ӗҫлеме юлас текенсемшӗн те кирлӗ.
Нуриевсем Тутарстанра пӗрремӗшсем пулчӗҫ. Вӗсен тӗслӗхӗпе 800 ҫамрӑк ҫемье вырӑнти ӗҫтӑвкомсене учёта тӑнӑ. Вӗсенчен вуннӑшне Патшалӑх ҫурт-йӗр фончӗн Реестрне кӗртнӗ ӗнтӗ, ыттисем пӑхса тухмалли черетре.
Нуриевсенчен пӗри те бюджет тытӑмӗнче ӗҫлемест, ҫавӑнпа та вӗсен льготӑллӑ соципотекӑпа хваттер илме май пулман. Ҫӗнӗ программа вӗсене хваттерлӗ пулма ҫул уҫнӑ. Учёта августӑн пуҫламӑшӗнче тӑрса ҫемье хваттер хакӗн 5 процентне тӳленӗ, август вӗҫӗнче вӗсем 111 тваткал метрлӑ хваттере пурӑнма кӗнӗ те.
Программа официаллӑ мӑшӑрланура тӑракан ачаллӑ ҫамрӑк ҫемьесем валли, арӑмӗ е упӑшки 35 тултармалла мар. Ҫавӑн пекех ачаллӑ тулли мар ҫемьесем те (амӑшӗ 35 тултарман пулсан) кӗме пултараҫҫӗ программӑна.
Заявка паракан Тутарстанра ӗҫлемелле (бюджетник пулмасан та юрать) тата республикӑра пропискӑра тӑмалла. Ҫемьери кашни ҫын пуҫне 18 тваткал метртан сахалтарах лаптӑк пулмалла. Ҫемьери кашни ҫын пуҫне тивекен уйӑхри тупӑш пурнас минимумран ытларах пулмалла. Ҫемьен федераллӑ е республика программисемпе илнӗ тӳлесе татман ипотека пулмалла мар, ҫав шутра Патшалӑх ҫурт-йӗр фондӗнчен илнӗ укҫа заемӗ те пулмалла мар.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев