Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӳркелӗнче Мӗтри Юман çуралнăранпа 140 çул çитнине паллă турӗç

Октябрӗн 24-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗн Культура çуртӗнче Мӗтри Юман çыравçӑ çуралнăранпа 140 çул çитнине халалланă асӑну мероприятийӗ иртрӗ. Ку уява хатӗрлекенӗ тата ертсе пыраканӗ Елена Анатольевна Малышева-Хлынова библиотекарь пулчӗ. Мероприятие шкул ачисемпе вӗрентекенсем, ял-йыш, районти чӑваш çыравçисемпе таврапӗлӳçисем, ЧНКЦ пайташӗсем хутшăнчӗç.

Пӳркел ялӗнче çуралса ӳснӗ пултаруллӑ çыравçӑн Мӗтри Юманăн  (Димитрий Петров) пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ, тӑван халӑхшӑн тӑрӑшса ӗçлени пирки Михаил Петровичпа Марина Михайловна Верияловсем тӗплӗн каласа пачӗç. Çамрӑк ӑру паллă ентешӗмӗр çинчен пӗлсе, асра тытса пурӑнтăр тесе Виталий Станьял профессор тӗпчесе тупнисене вуласа пачӗç.

Вырӑнти «Хӑят чечекӗсем» фольклор ушкӑнӗ (ертӳçи Ольга Юркина) хăйӗн илемлӗ юррисемпе савӑнтарчӗ мероприятие хутшăнакансене. Хӑнара Теччӗ районӗнчи Чакӑлтӑм ялӗнчи «Пилеш» ушкӑн та пулчӗ.  

Çамрӑк хӗрачасен ушкӑнӗ «Тӑхӑрьял паттӑрӗсем усал сывлӑшсемпе кӗрешни» легендӑна ташӑпа кӑтартса пачӗç. Уяв савӑнӑçлӑ иртрӗ.

Анна НИКОНОРОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: писатели РТ