Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Программирование тӳлевсӗрех вӗрентӗҫ

РАНХиГС Хусанти филиалӗ наци проекчĕпе пурнӑҫланакан «Пуласлӑх кочӗ» вӗрентӳ программин площадки пулнине пĕлтерет. Сентябрь уйӑхӗнче 8-11 классенчи шкул ачисене, техникумсемпе колледжсен студенчӗсене кăçал кĕркунне тÿлевсĕр курс иртме чĕнет.

Вӗренӳ заведенийӗн площадкинче сайтсем ертсе пыма, интернетри хӑрушсӑрлӑха тата дизайна вӗрентĕç.

Мĕн тумалла-ха курса хутшăнас тесен?

  • Патшалăх услугисен (Госуслуги) порталĕнче çирĕплетнĕ запись урлă заявка ямалла,  заявкăна ашшĕ-амăшĕ те тултарса яма пултарать.
  • Унтан тĕрĕслев иртмелле: пĕрремĕш модуль материалĕсемпе хăй тĕллĕн паллашнă хыççăн тест памалла.

 Курссем ҫулталӑка тăсăлĕҫ. Занятисем эрнере пӗрре куҫӑн е интернет урлă иртӗҫ. Вĕреневе ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн сертификат илме пулать.

Аса илтеретпӗр, «Пуласлӑх кочӗ» вӗренӳ программи Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн пуҫарӑвӗпе 2018 ҫулта ĕçлеме пуçланнă.

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: курсы