ПӖРРЕ ТУНĂ ЙĂНĂШ ĂСА ВӖРЕНТМЕН
Çакăн хыççăн та юратнă машинин рулӗ умне ларас килӗ-ши-ха айăпланаканăн?
Аксу район сучӗ РФ Уголовнăй кодексӗн 264.1-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче пăхса тухакан преступление тунăшăн айăпланакан 25 çулти Н. енӗпе пуçарнă ӗçе пăхса тухса приговор йышăннă. Н. гражданина çулталăк маларах руль умне ӳсӗрле ларнăшăн миравай судья йышăннипе административлă явап тыттарнă: РФ КоАПӗн 12.26-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн транспорт хатӗрӗпе 1 çул та 6 уйăх çӳреме чарнă тата 30000 тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Апла пулин те, Н. хăйшӗн кирлӗ пӗтӗмлетӳ туман курăнать, юратнă машинипе самантлăха та уйрăласшăн пулман вăл. 2021 çулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче Аксу хула евӗрлӗ поселокăн Шоссейная урамӗнче ăна, «Лада-Калина» автомобильпе каллех ӳсӗрле пыраканскере, полици сотрудникӗсем чарнă. Алкотестерпа тӗрӗслесен сывласа кăларакан пӗр литр сывлăшра 0,770 миллиграмм алкоголь пулни палăрнă.
Суд ларăвӗнче Н. хăйӗн айăпне йышăннă, ӳкӗннӗ. Суд ăна çӳлерех асăннă преступление тунăшăн айăплă тесе йышăннă, 300 сехет ӗçлемелле тунă тата транспорт хатӗрӗпе çӳрес ирӗкрен 2 çуллăха хăтарнă.
Çакăн хыççăн та юратнă машинин рулӗ умне ларас килӗ-ши-ха айăпланаканăн? Ларма ларас килӗ те, анчах халӗ пӗр-пӗр утăм тăвиччен ахăртнех тӗплӗн шухăшлӗ вăл. Икӗ çул хушши обществăлла ӗçсенчен каннă вăхăтра гаражра ларакан машини çине ларнă тусана кăна шăлма ирӗк пур унăн.
Приговор законлă вăя кӗмен-ха.
Аксу район сучӗн пресс-служби.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев